Çутă çул
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулти вӗренекенсемпе учительсен волонтер ӗҫ-хĕлӗ

Хӑйсен вӑхӑтне шеллеменнисене, пурне те Ҫӗнтерӗве ҫывхартма пулӑшакансене уйрӑм тав!

Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулти вӗренекенсемпе учительсен волонтер ӗҫ-хĕлӗ
Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулти вӗренекенсемпе учительсен волонтер ӗҫ-хĕлӗ

Нумаях пулмасть, "Все для фронта - Бижбуляк" волонтерсен ушкӑнӗ пулӑшнипе Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулта маскировка сеткисем тума каркас пухнӑ.
Шкул учителӗсемпе вӗренекенӗсем маскировка сеткисем тӑвас ӗҫе хастар хутшӑнаççĕ. Çакна пӗрремӗш хут тăвакансем Çĕнĕ Биктяшри З.М. Каюмова активлӑ волонтер ертсе пыракан мастер-класра вӗреннӗ кӑна, анчах хăшпĕрисем, ҫамрӑк пулин те, хӑйсен учителӗсене те ҫак ӗҫе вӗрентме пултараҫҫӗ.
Ҫак сетьсем шкул алла илме палӑртакан пӗртен-пӗр ҫул мар. "Пушкӑрт курӑкӗ" чей хатӗрлес тӗлӗшпе те активлӑ ӗҫлеме пуҫланă. Ҫак сиплӗ чей кӗркуннепе хӗллехи тапхӑрта пирӗн боецсене уйрӑмах вырӑнлӑ пулӗ. Вӗренекенсемпе вӗсен ашшӗ-амӑшӗсене, сиплӗ курӑксем илсе килекенсене пурне те тав тӑватпӑр: чабрец, матрÿшке, зверобой, хурлӑхан ҫулҫисем, ромашка, ҫӑка чечекӗ, клевер. Ку вӑл ҫӗнтерӳ ӗҫне пысӑк тӳпе хывни.
Ҫитес вӑхӑтра чӗрӗлӗх суллисем тата окоп ҫуртисем тӑвассипе мастер- класс ирттерме палӑртаççĕ. Асӑннӑ ӗҫсене тума пӗтӗм комплектлакан япаласене шкул ыркăмăллӑх ярмӑрккинче пухнӑ укҫапа туянма пултарнӑ, вӗсем пурте ырӑ ӗҫе - пирӗн боецсене СВО зонинчи ӗҫне пулӑшма каяҫҫӗ! Акӑ ӑвӑс - окопри ҫуртасем валли питӗ кирлӗ компонент, ăна вӗренекенсемпе вӗсен ашшӗ-амӑшӗсем пухма пулӑшрӗҫ. Полина Даниловапа Анастасия Федорована тата вӗсен ашшӗ-амӑшне ӑвӑс панӑшӑн тав тӑватпӑр.
Хӑйсен вӑхӑтне шеллеменнисене, пурне те Ҫӗнтерӗве ҫывхартма пулӑшакансене уйрӑм тав тӑвас килет!

#ВсеДляПобеды
#ВместеМыСила
#ПлетемСети
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public210652587

 

 

 

Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулти вӗренекенсемпе учительсен волонтер ӗҫ-хĕлӗ
Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулти вӗренекенсемпе учительсен волонтер ӗҫ-хĕлӗ
Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулти вӗренекенсемпе учительсен волонтер ӗҫ-хĕлӗ
Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулти вӗренекенсемпе учительсен волонтер ӗҫ-хĕлӗ
Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулти вӗренекенсемпе учительсен волонтер ӗҫ-хĕлӗ
Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулти вӗренекенсемпе учительсен волонтер ӗҫ-хĕлӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: