Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Çирĕклĕ ачисем СВОна хутшăнакансем валли окоп çуртисем тунӑ

"Окоп ҫурти" мӗн иккенне кашниех пӗлет пулӗ ӗнтӗ...

Çирĕклĕ ачисем СВОна хутшăнакансем валли окоп çуртисем тунӑ
Çирĕклĕ ачисем СВОна хутшăнакансем валли окоп çуртисем тунӑ

Каникул вӑхӑтӗнче Çирĕклĕ ялӗнчи ачасем каннӑ, йӑпаннӑ кӑна мар, ятарлă çар операцине хутшăнакан хамӑр хӳтӗлевçĕсем валли окоп çуртисем те тунӑ. "Окоп ҫурти" мӗн иккенне кашниех пӗлет пулӗ ӗнтӗ... Хӗллехи вӑхӑтра вӑл ҫар ҫыннисене уйрӑмах кирлӗ. Ку ҫутӑ та, ӑшӑ та, апат-ҫимӗҫе ӑшӑтмалли те, атӑ-пушмаксене типӗтмелли те, алӑсене ӑшӑтмалли те, юр ирӗлтермелли те. Ун пек ҫурта ҫилтен хӑрамасть. Кирлӗ пулсан ҫуртана сӳнтерсе каллех ҫутма пулать, ҫав вӑхӑтра вăл ултӑ сехетрен кая мар çунать.
Пирӗн Украинӑра службӑра тӑракан салтаксене питӗ пулӑшас килет, вӗсене тав тӑвас, ҪӖНТЕРӲ сунас, хăйсен ҫывӑх çыннисемпе тӑванĕсем патне хӑвӑртрах таврӑнтарас килет.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕри ял клубӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club135580128

 

Çирĕклĕ ачисем СВОна хутшăнакансем валли окоп çуртисем тунӑ
Çирĕклĕ ачисем СВОна хутшăнакансем валли окоп çуртисем тунӑ
Çирĕклĕ ачисем СВОна хутшăнакансем валли окоп çуртисем тунӑ
Çирĕклĕ ачисем СВОна хутшăнакансем валли окоп çуртисем тунӑ
Çирĕклĕ ачисем СВОна хутшăнакансем валли окоп çуртисем тунӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: