+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Кистенлĕпуçĕнчи ял клубĕнче вырнаҫнӑ "Добро" командин маскировка сеткисем ҫыхакан пункта ачасем пырса курнă. Маскировка сеткисем явасси - кӑткӑс ӗҫ, унӑн кашни ячейкине хӗрарӑм алли ырлӑхпа юрату явӑҫать, ҫавӑнпа та ун пек хӳтлӗх кирек мӗнле броньран та шанчӑклӑрах. Ачасем ӗҫ мӗнле пынине киленсе сӑнанă. Хӑйсем те хӑюсем ҫыхма, тӗмсемпе гирляндăсене ҫыхма хӑтланса пӑхнă. Ачасене маскировка хатӗрӗсем мӗншӗн ҫыхни ҫинчен, вӗсене кам валли уйӑрни ҫинчен тӗплӗн каласа панă.
#Cвоихнебросаем
Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлĕпуçĕнчи ял клубĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club114831475