Лайӑх ӗҫсемпе чапа тухаймастăн, теҫҫӗ. Ыттисене пулӑшма хӑнӑхнӑ ҫынсем ҫеҫ мухтава тухма тӑрӑшмаҫҫӗ. Михайловка ялӗнчи волонтерсем фанфарăсемшӗн, наградӑсемшӗн, пиаршӑн тата тав тунӑшӑн мар – чун чӗннипе кӑна ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсемшӗн ют инкек-синкекрен пӑрӑнни - совеҫе хирӗҫ кайни пулать. Ҫав энтузиастсем хӑйсен тава тивӗҫлӗ ӗҫӗсене пӗлтерме тӑрӑшмаҫҫӗ, анчах волонтерсен ӗҫӗ ҫинчен каласа парас пулать, тен, эпир пухнӑ историсем те хавхалану пулса тӑрӗҫ. Паян, ҫӗршыв гражданӗсем хӑйӗн тĕлне лекнӗ йывӑрлӑхсене пӗр-пӗрин ҫумне тӗршӗнсе кӗтсе илнӗ чухне, ку уйрӑмах кирлӗ. Пирӗн Михайловка ял советӗнче пурӑнакансене, гуманитари пулӑшӑвӗ памалли укҫа-тенкӗ хӑй ирӗкӗпе пухнă çĕре хутшӑнакансене, сÿрĕк мар кӑмӑлшӑн тата ырӑ кӑмӑллӑ пулнӑшӑн тав тӑвасшӑн! Ҫак ҫӗклем илнӗ те сӑпайлӑ, ахаль ҫынсем малалла йӑтса пыраҫҫӗ.
Уйрӑмах пирӗн клубра пӗрлешнӗ хӗрарӑмсен "Кудесницы" клубне йӗркелекенсене паллă тăвас килет. Маскировка сеткисем ывӑна пӗлмесӗр ҫыхаҫҫӗ, вӗсен шучӗ ҫӗртен иртнӗ, ҫав сеткăсем пирӗн боецсен пурнӑҫĕсене çăлса хăвараççĕ, вӗсем пире тав тунине те эпир пӗлетпӗр. Блиндаж ҫуртисем те тăваççĕ. Ҫуртасем тума ял ҫыннисем панӑ укҫапа парафин туянатпӑр тата Галина Иванован тусӗсем Уфаран пĕр муклашка парафин илсе килчĕç. Ӑвӑсне вара пыл хурчĕ ĕрчетекенсем илсе килеҫҫӗ. Эпир "асăмçăсем" мӗнле пурӑнни ҫинчен каласа парасшӑн. СВО пуҫламӑшӗнчен пуҫласа асӑннӑ коллектив пӗрлешнӗ. Вӗсем пӗр шухӑшлӑ хӗрарӑмсем. Ырӑ йӑласем те йӗркеленчӗҫ; чи малтан ӗҫ пуҫланас умӗн Турӑ сӑмахӗнчен пуҫлаççĕ, Валентина Леонтьева кӗлӗ вулать, ҫак хӗрарӑм Ăхпуçĕнчен, кашни маскировка сеткинче, кашни сетка яваканăн ӗҫӗ пекех, унӑн ӗҫĕ пур. Галина Иванова сеткăсене чӗркеме ҫӗр михӗ ытла илсе килчӗ. Валентина Григорьева вӗри апатсӑр хӑвармасть. Красноусольска кайса килтӗмӗр, "Башкирское долголетие" программăпа Уфа хулине кайса килтӗмӗр, Раҫҫей кунĕнче Михайловкӑран Ăхпуçĕ таран велопробег ирттертӗмӗр, Мускава çитсе килтĕмĕр, пӗрле концертсене ҫӳретпӗр. Пирӗн ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ Сергей Александрович Никитин "асăмçăсене" тимлӗхсӗр хӑвармасть, пире тутлă апатсемпе сăйлать, пире тав ҫырӑвӗсемпе хавхалантарать. Вӑй ҫитнӗ таран. Ку пирӗн таса тивӗҫ: пулӑшрӑмӑр, пулӑшатпӑр, ҫӗнтеричченех пулӑшăпӑр!
Наталья Ковальцова,
Михайловка ялĕ.
Сăнÿкерчĕкĕ: "Все для фронта - Бижбуляк" ушкăнăн социаллă сетьри страницинчен.