Пушкӑрт ҫыннисем воинсем валли пысӑках мар часовня пури хатӗрлесе хунӑ. Ӑна Белорецк районӗнчи Азикеево ялӗнче пуҫтарнӑ.
"Эпир ӑна хамӑр салтаксене ятарлă ҫар операцин зонине леҫсе парӑпӑр, — пӗлтернӗ район пуҫлӑхӗ Андрей Иванюта. — Тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ хыҫҫӑн часовньӑна çапăçу ӗҫӗсен зонине илсе каяссине йӗркелетпӗр".
Вӑл каланӑ тӑрӑх, Салават Юлаев ячӗллĕ полкри боецсем ыйтнă ăна. Вӗсен мечеть пур ӗнтӗ, православи храмĕ ҫук.
Белорецкри Руслан Дабагаев предприниматель ултӑ метрлӑ пӗренесене хӑй укҫипе туяннӑ. "Зенит" суту-илӳпе промышленность компанийӗн директорӗ Роберт Гимранов ҫак пӗренесене хӑй шучӗпе цилиндроват тунă.
Азикеево старости Роберт Фатхутдинов Гиззат Казыргалин пиччӗшӗпе пӗрле часовньӑна пураланă. Инструмент, бензин, ҫу тӑкакӗсемпе Гульгена Бадалова предприниматель тата Пуля псевдонимлӑ хӗр, çавӑн пекех Азикеево ял совечӗн пуҫлӑхӗ Нажия Валеева пулӑшнӑ. Вӑл процеса йӗркеленӗ, спонсорсене илӗртнӗ, рубщиксем, мастерсем тупнӑ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Социаллă сетьсем.