Çутă çул
+10 °С
Пӗлӗтлӗ
Статья
Сывлӑха ҫирӗплетĕр Пишпÿлекре хӑвӑрт шахмат ӑмӑртӑвӗ иртнĕШкул ачисем пушар чаçĕнче экскурсинче пулнăПушкӑрт ҫыннисене "ПрофФест"-2025 ваканси ярмăрккине чӗнеҫҫӗ"Улыбка" ача садĕнче "Тимлӗр, ачасем!» профилактика акцийӗ иртнĕЛюбимова музейсемпе библиотекӑсене модернизацилени çинчен Путина пӗлтернӗИнструкции и советы от экспертов о том, как не стать жертвой мошенниковКистенлĕре патриотла акци ирттернĕПушкӑртри тĕп больница нацпроекта пула ҫӗнӗ операци сӗтелӗсем илнӗПушкӑртра СВОна хутшăнакансем валли Реабилитаци центрӗ ӗҫлеме тытăннăРадий Хабиров Благовещенскра нумай ачаллӑ ҫемьене ҫитсе курнӑПутин Беларуçпа союзниксен ҫыхӑнӑвне ӳстерме шутлани ҫинчен пӗлтернĕПочта кăна мар, ытларахВитӗмлӗ пулӑшу параҫҫӗКруглосуточная психологическая помощь в чате Комитета семей воинов ОтечестваБесплатный курс по раздельному сбору отходов стартует в БашкирииБуряти пуҫлӑхӗ Путина республика аталанӑвĕпе СВОрисене пулӑшни çинчен пӗлтернĕВ Башкирии пройдет онлайн-акция «Марафон доверия. 2025»В Башкирии пройдет международный диктант по башкирскому языку Кирек мӗнле ӗҫре те шанчăклă
Пур хыпар та
10
Ятарлă çар операцийĕ
19 Ноябрӗн 2024, 10:15

Хӗрарӑмсен пӗрремӗш отрядӗнчи волонтерсем СВО зонинчен таврӑннӑ

Кун пирки республикӑри предпринимательлӗх тата туризм министрӗн тивĕçĕсене пурнăçлакан Зухра Гордиенко пӗлтернӗ.

Хӗрарӑмсен пӗрремӗш отрядӗнчи волонтерсем СВО зонинчен таврӑннӑ
Хӗрарӑмсен пӗрремӗш отрядӗнчи волонтерсем СВО зонинчен таврӑннӑ

Хӗрарӑмсен пӗрремӗш отрядӗнчи волонтерсем СВО зонинчен Пушкӑрта таврӑннӑ. Кун пирки республикӑри предпринимательлӗх тата туризм министрӗн тивĕçĕсене пурнăçлакан Зухра Гордиенко пӗлтернӗ.

– Паян Пушкӑртри волонтер-хӗрарӑмсен пӗрремӗш ушкӑнӗ киле таврӑнчӗ. Икӗ эрне иртсе кайрӗ. Пурте чӗрӗ те сывă. Ҫакӑн пек ансат мар решени йышӑннӑ мӗнпур хӗрарӑма – вӑхӑтне шута илмесӗр госпитальте боецсене пулӑшма, ҫавӑн пекех хӑйсен тӑванӗсене пулӑшнӑ ҫемйисене тав тӑватӑп, — ҫырнӑ хӑйӗн страницинче Зухра Гордиенко, хальхи вӑхӑтра госпитальсенче боецсене пулӑшма отрядӑн ҫӗнӗ составӗ йӗркеленнине палӑртнӑ.

Отрядăн кураторӗ Гузель Науширванова пӗлтернӗ тӑрӑх, волонтерсем пӗрремӗш хут кайни ӑнӑҫлӑ вӗҫленнӗ.

– Луганскри госпитале хӗрарӑм-волонтерсем пĕрремĕш тата юлашки мар хут кайса килни ӑнӑҫлӑ вӗҫленчӗ. Пирӗн пурте пулать. Пире пулӑшакансене пурне те тав тӑватӑп, - каласа панă Гузель.

Аса илтеретпӗр, волонтерсен пӗрремӗш отрядне республика Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров хушнипе тунӑ.

Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР предпринимательлӗх тата туризм министрӗн тивĕçĕсене пурнăçлакан Зухра Гордеенко.

https://www.bashinform.ru/news/svo/2024-11-18/volontery-pervogo-zhenskogo-otryada-vernulis-v-bashkiriyu-iz-zony-svo-4014025

 

Хӗрарӑмсен пӗрремӗш отрядӗнчи волонтерсем СВО зонинчен таврӑннӑ
Хӗрарӑмсен пӗрремӗш отрядӗнчи волонтерсем СВО зонинчен таврӑннӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: