Çутă çул
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Статья
Кистенлĕре патриотла акци ирттернĕПушкӑртри тĕп больница нацпроекта пула ҫӗнӗ операци сӗтелӗсем илнӗПушкӑртра СВОна хутшăнакансем валли Реабилитаци центрӗ ӗҫлеме тытăннăРадий Хабиров Благовещенскра нумай ачаллӑ ҫемьене ҫитсе курнӑПутин Беларуçпа союзниксен ҫыхӑнӑвне ӳстерме шутлани ҫинчен пӗлтернĕПочта кăна мар, ытларахВитӗмлӗ пулӑшу параҫҫӗКруглосуточная психологическая помощь в чате Комитета семей воинов ОтечестваБесплатный курс по раздельному сбору отходов стартует в БашкирииБуряти пуҫлӑхӗ Путина республика аталанӑвĕпе СВОрисене пулӑшни çинчен пӗлтернĕВ Башкирии пройдет онлайн-акция «Марафон доверия. 2025»В Башкирии пройдет международный диктант по башкирскому языку Кирек мӗнле ӗҫре те шанчăклăÇирĕклĕ клубӗнче паттӑрлӑх урокӗ иртнĕ Пушкӑртри пилотсӑр авиасистемăсен тӗрӗслев центрӗ аккредитаци иртнӗЗастройщикам рассказали об изменениях законодательства в сфере строительстваПродлён приём заявок на конкурс «Лучшие товары Башкортостана»Михайловкăри вăтам шкулта "Зарница" ҫарпа спорт вӑййи иртнĕРайонти ача-пӑча библиотекинче Ача-пӑча тата ҫамрӑксен кӗнеке эрни пуçланнăÇирĕклĕ клубӗнче ачасем сӗтелҫи вӑййисем вылянă
Пур хыпар та
10
Ятарлă çар операцийĕ
26 Ноябрӗн 2024, 10:18

Пушкӑрт ҫыннисене "Халӑх фрончӗ. Пурте Ҫӗнтерӳ валли!» кӑкӑр паллисем панă

Ҫӗршыв президенчӗ Владимир Путин хушнипе йӗркеленӗ наградӑсене регионта пурӑнакан 29 ҫын тивӗҫнӗ, — пӗлтернӗ ПР Пуҫлӑхӗн администрацийӗнче.

Пушкӑрт ҫыннисене "Халӑх фрончӗ. Пурте Ҫӗнтерӳ валли!» кӑкӑр паллисем панă
Пушкӑрт ҫыннисене "Халӑх фрончӗ. Пурте Ҫӗнтерӳ валли!» кӑкӑр паллисем панă

Ҫӗршыв президенчӗ Владимир Путин хушнипе йӗркеленӗ наградӑсене регионта пурӑнакан 29 ҫын тивӗҫнӗ, — пӗлтернӗ ПР Пуҫлӑхӗн администрацийӗнче.

Наградӑна хӑйсен тата ҫӗнӗ территорисенче пурӑнакансене пулӑшас ӗҫе пысӑк ĕлĕш хывнӑшӑн параҫҫӗ. Палӑртнисем хушшинче педагогсем, врачсем, предпринимательсем, влаҫ представителӗсемпе пысӑк предприятисен представителӗсем, артистсем.

— Ку залра пирӗн республикӑра пурӑнакан чи хастар та сÿрĕк мар кăмăллă ҫынсем пухӑннӑ. Фронта вӑй ҫитнӗ таран пулӑшакансем, пирӗн ҫӗнтерӗве ятарлӑ ҫар операцийӗн чиккисенче ҫывхартакансем. Гуманитари конвойӗсене йӗркелеме хутшӑнакан ӗҫ коллективӗсем ҫар служащийӗсем валли хаклӑ спецтехника туянаҫҫӗ, СВОна хутшӑнакансен ҫемйисене пулӑшу параҫҫӗ. Ҫӗнӗ регионсенче пурӑнакансене пулӑшма Донбаса темиҫе хут та кайнӑ тухтӑрсем. Республикӑра пурӑнакансем маскировка сеткисем яваҫҫӗ, окоп ҫуртисем шӑратаҫҫӗ, килти лапша, тушенка хатӗрлеҫҫӗ. Эпӗ хам унта пулнă, ҫавӑнпа та пӗлетӗп: ҫакӑн пек тӑрӑшни пирӗн салтаксене ӑшӑтать, вӗсен мораллӗ сывлӑшне ҫӗклет, — палӑртнă ПР Пуҫлӑхӗн администрацийӗн ертÿçĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Азат Бадранов.

Тӗслӗхсем нумай. Стерлитамак предпринимателӗ Александр Кузьменко 3D-принтерсем ҫинче сброссемпе хвостовиксем хатӗрлет. Уфари Павел Попков FPV-дрон тӑвать. Халӑх фрончӗн представителĕ, ПР Патшалăх Пухăвĕн — Курултайăн депутачĕ Альфит Нигаматьянов пулăшнипе пилĕк пин ытла боец тата вӗсен 49 регионти ҫемье членӗсене право енĕпе пулӑшу пама пултарнă. Пушкӑрт казначействин сотрудникӗсем маскировка сеткисем яваҫҫӗ. Салаватри Александр Бабаян темиçе хут та гуманитари конвойӗсене йĕркеленĕ тата ăсатнă ĕçе хутшăннă, каласа панă «РБ».

— Эпир хамӑрӑн боецсене пулӑшас тесе вӑй-халне шеллемен граждансене тав тӑватпӑр. Халӑх фрончӗ урлӑ передовоя тӗрлӗ йышши пулӑшу яраҫҫӗ: шоколадран пуҫласа бульдозер таран, квадрокоптертан пуҫласа окоп ҫурти таран, — палӑртнă Пушкӑртстанри Халӑх фрончӗн председателӗ Шамиль Валеев.

Сӑнӳкерчӗкĕ: Валерий Шахов.

https://resbash.ru/news/obshchestvo/2024-11-25/zhitelyam-bashkirii-vruchili-nagrudnye-znaki-narodnyy-front-vsyo-dlya-pobedy-4022838

 

 

Пушкӑрт ҫыннисене "Халӑх фрончӗ. Пурте Ҫӗнтерӳ валли!» кӑкӑр паллисем панă
Пушкӑрт ҫыннисене "Халӑх фрончӗ. Пурте Ҫӗнтерӳ валли!» кӑкӑр паллисем панă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: