Тӳрӗ лини вӑхӑтӗнче Радий Хабиров ӑна пирӗн боецсем ятарлă ҫар операцийӗ иртекен зонӑра мӗнле кӗтсе илни ҫинчен каласа панă.
Радий Хабиров пирӗн республикӑри боецсен вырнаçнă вырăнĕнче темиҫе хутчен те пулнине тата тӗрлӗ эмоцисем курнине палӑртнă. Анчах юлашки хут кайса килни регион Пуçлăхĕн пуҫӗнче тӗлпулу ырӑ кӑмӑл-туйӑмпа иртнипе асра юлнӑ.
– Тӗлӗнмелле япала: салтаксем нимӗн те ыйтмаҫҫӗ. Пулӑшу панӑшӑн тав тӑваҫҫӗ кӑна, мӗн кирли пурте пур, теҫҫӗ. Ҫав тери паттӑр вӗсем!
Анчах командирсенчен пӗр ыйту пур: радио-электронлӑ кӗрешӳ тата fpv-дрон хатӗрӗсем ыйтнӑ.
Боецсемпе хутшӑннине аса илсе, Радий Хабиров хӑйне тӗлӗнмелле сунни ҫинчен каласа панă. Боецсенчен пӗри Владимир Владимирович Путина салам калама хушнă, Германире пӗрле службӑра пулни ҫинчен пӗлтернӗ. Раҫҫей Президенчӗ Уфана "Раҫҫей — спорт держави" форума килнĕ вӑхӑтра Радий Хабиров боец сӗнӗвне пурнӑҫланӑ.
Президент хуравларĕ: "Ăна та салам кала", — каласа панă Пушкӑрт пуҫлӑхӗ.
https://mgazeta.com/news/SVO/2024-12-04/glava-bashkirii-rasskazal-o-posledney-poezdke-na-svo-4036787