Пишпÿлекре пурăнакан "Лопасть" позывнойлă взвод командирӗ, аманнă хыҫҫӑн реабилитаци иртет.
Пелепей хулинче ӳснӗ, 40-мĕш лицейран вӗренсе тухнӑ, сварщик профессине алла илнӗ, халӗ ӗнтӗ офицер званийӗ илнӗ взвод командирӗ, СВОра хутшăнакан, хӑйӗн шӑпине Пишпÿлекпе яланлӑхах ҫыхӑнтарнӑ хамӑр ентеш декабрьте хĕрĕх çул тултарнине уявлама уйлать.
— Манӑн юратнӑ мӑшӑр Пишпÿлекре ҫуралса ӳснӗ. Эпир унпа 2010 ҫулта "Встреча" кафере туй турӑмӑр. Ҫавӑнтанпа эпӗ хама Пишпÿлек çынни тесе шутлатӑп. Кунта манӑн ҫурт, манӑн ачасем. Ҫакӑншӑн пурӑнмалла та ҫапӑҫмалла, - тет çар командирĕ. — 2011 ҫулта эпӗ Пишпÿлекри ДРСУра ӗҫлеме тытӑнтӑм. Тӑрӑшса ӗҫлерӗм, "Башавтодор" руководствин Хисеп грамотине тивӗҫрӗм. 2018 ҫулта Çурҫӗре ӗҫлеме тухса кайрăм. Манӑн бронь пурччӗ. Анчах та, манӑн лайӑх туссемпе ӗҫри юлташсем контрактниксем пулса Украинӑри ҫапӑҫусене хутшӑннине кура, айккинче юлас мар тесе шутларӑм. 2023 ҫулхи декабрӗн 7-мӗшӗнче РФ Оборона министерствипе контракта алӑ пусрăм. Луганск Халӑх Республикине ирӗке кӑларма ячĕç. Унта кӗҫӗн офицерсен кӗске курсне вырӑнтах иртрӗм ӗнтӗ. Пире вутпа шыв витӗр тухнӑ ҫар спецӗсем вӗрентрĕç. Ҫак курсран вунпӗр ҫын питӗ лайӑх результатсем кӑтартма пултарчӗҫ, вӗсем хушшинче эпӗ те пултӑм, пире офицер ятне пачӗҫ.
Ҫамрӑк чухнех "Лопасть" радиотехника кружокӗсенче вӗренме, тӗрлӗ микросхемӑсем тума юратнӑ. Ҫавӑнпа та вӑл пилотсӑр вӗҫекен аппаратсене пулӑшакан ҫар профессине ҫӑмӑл вӗренсе ҫитнӗ.
— Кӑҫалхи ҫулла, Авдеевка ялӗ çывăхĕнче хӗрӳллӗ ҫапӑҫусем пулчӗҫ, - тет малалла отпускник. - Икӗ енчен те хӑрушӑ пӑшал сассисем илтӗнчĕç. Июлӗн 7-мӗшӗнче мана ураран хытӑ лектерчӗ. Анчах эпӗ хамӑн подразделение тытса пытӑм, салтаксене вут айӗнчен илсе тухма пултартӑм, кайран вара ыратнипе тата юн ҫухатнипе тӑна çухатрăм. Мана ҫавӑнтах Брянка хулинчи ҫар госпитальне ӑсатрӗҫ. Темиҫе кӑткӑс операци хыҫҫӑн, аманнӑ урана татӑкӑн-татӑкӑн пухса, мана Ижевск хулинчи ҫар госпитальне илсе кайрӗҫ. Реабилитаци хыҫҫӑн пӗрремӗш хут отпускра.
Çар командирне килӗнче юратнӑ мӑшӑрӗ, хӗрӗ тата ывăлĕ савӑнӑҫлӑн кӗтсе илнĕ. Ашшӗпе тӗл пулнӑ хыҫҫӑн хӗрӗ шкултан вӗренсе тухсан ҫар шкулне вӗренме кӗресси тата профессиллӗ ҫар ҫынни пуласси ҫинчен татӑклӑнах пӗлтернӗ. Ывӑлӗ ашшӗпе пӗрле пулӑ тытма кайма хатӗрленме пуҫланă.
— Эпӗ ертсе пыракан взводра ман ентешсем ҫук. Пирӗн полкра вӗсем нумай, эпир час-часах тӗл пулатпӑр, калаçатпӑр, — тет сывалакан боец. — Мияки районӗнчен, пирӗн Аит ялӗнчен килнисем темиҫе хут та тӗл пулчӗҫ. Пӗррехинче мана Пишпÿлек районӗнчен гуманитари пулӑшӑвӗ илме тӳр килчӗ. Эпӗ тӗлӗнсе кайрӑм! Пирӗн пата маскировка сеткисемпе салтаксен ĕç-хĕлĕнче кирлӗ япаласем килчӗҫ. Ҫапла манӑн взвод разведка енӗпе питӗ лайӑх дрон илчӗ. Эпир ӑна "Фенист" тесе ят патӑмӑр. Вӑл кӑйкӑр пек задание вĕçсе каять, тăшман вырнаçнă вырӑнта ҫӳрет, пурне те видео ҫине ӳкерет. Манпа пӗрле çапăçакансем пурте Пишпÿлек районӗ карттӑ ҫинче ӑҫта вырнаҫни ҫинчен ыйтаççĕ. Эпӗ вӗсене ҫутҫанталӑк ҫинчен, Дема шывĕнчи пулӑсем ҫинчен, хамӑн ҫемье ҫинчен мӑнаçлӑн каласа паратӑп. Хамӑр районти пур ҫынна та ятарлă çар операцине хутшӑнакансене пулӑшнӑшӑн чĕререн тав тӑватăп.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Владимир Смолов.
Ҫар службине контрактпа каймалли ыйтусемпе çакăнта каймалла:
Контракт службине каяс текенсемшӗн сывлӑх тата ҫулӗсем енӗпе требованисем юлаҫҫӗ. Ҫапла вара контракт тума кандидат 18 ҫултан пуҫласа 65 ҫула ҫитиччен пулмалла. Сывлӑх шайĕ çинчен тата кирлӗ документсене йӗркелени ҫинчен ҫирӗплетсе панӑ хыҫҫӑн кандидат ҫар службине суйлав пунктне каять.