Çутă çул
-9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ятарлă çар операцийĕ
9 Декабрӗн 2024, 10:15

Пушкӑрт боецне Паттӑрлӑх орденӗпе наградӑланӑ

Хайбулла районӗнчи Абубакирово ялӗнчи ятарлă çар операцине хутшăнакан ҫапӑҫури задачӑсене пурнӑҫланӑшăн Паттӑрлӑх орденне тивӗҫнӗ.

Пушкӑрт боецне Паттӑрлӑх орденӗпе наградӑланӑ
Пушкӑрт боецне Паттӑрлӑх орденӗпе наградӑланӑ

Хайбулла районӗнчи Абубакирово ялӗнчи ятарлă çар операцине хутшăнакан ҫапӑҫури задачӑсене пурнӑҫланӑшăн Паттӑрлӑх орденне тивӗҫнӗ. "Зак" позывнӑйлӑ боец "Башинформ" агентствăна хӑйӗн тусӗсемпе пӗрле малти линие кайни ҫинчен каласа панă.

– Эпир улттӑнччĕ. Çар слаживанине те, спецоперацин малтанхи йывӑрлӑхӗсене те пӗрле иртрĕмĕр, заданисене те пӗрле ҫӳреттĕмĕр. Шел пулин те, пирӗн юлташсенчен пӗри Каменной патӗнчи ҫапӑҫусенче пуçне хучĕ. Пӗр ҫапӑҫура тӑшман татти-сипписĕр пени айне лекрĕмĕр. Эпӗ унта осколок лекнипе амантӑм. Анчах, тӑшман йышлӑрах пулин те, позицисене тытса тăтăмăр, – палӑртнă боец.

Кунсӑр пуҫне спецопераци зонинче паттӑрлӑхпа çирĕплĕх кӑтартнӑшӑн "Зак" Шаймуратов генералăн, Жуковăн тата "Паттӑрлӑхшӑн" медальсене тивӗҫнӗ.

Сӑнӳкерчӗкĕ: боецăн ҫемье архивӗ.

https://www.bashinform.ru/news/svo/2024-12-08/boets-svo-iz-bashkirii-nagrazhdyon-ordenom-muzhestva-4043298

 

Пушкӑрт боецне Паттӑрлӑх орденӗпе наградӑланӑ
Пушкӑрт боецне Паттӑрлӑх орденӗпе наградӑланӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: