Декабрӗн 4-мӗшӗнчен пуҫласа 6-мӗшӗччен Пишпÿлекри «Журавушка» ача садĕнче "Салтака валли Çӗнӗ çул парни" акци иртнӗ. Ача сачӗн сотрудникӗсем, педагогсем воспитанниксемпе тата вӗсен ашшӗ-амӑшӗсемпе пӗрле ятарлă çар операцийĕ иртекен зонӑри ҫар служащийӗсем валли гуманитари пулӑшӑвӗ пухас ӗҫе хутшӑннӑ.
Пирӗн боецсем валли апат-ҫимӗҫпе пылак япаласем пухнă. Салтаксем валли тӗрлӗ пылак япаласем тултарнӑ пысӑк коробкӑсем пухма, чӗркеме пултарнă: канфет, сгущенка, печени, сушкăсем, мармелад т. ыт. те, посылка çумне ачасен чаплӑ открыткисене хушнă. Открыткӑсен тепӗр енне салтаксене пирӗн ача садӗнчи ачасенчен тӗрлӗ сӗнӳсем ҫырнӑ. Воспитанниксен ашшĕ-амăшĕсене, педагогсене тата сотрудниксене ҫавӑн пек обществӑлла-пӗлтерӗшлӗ акцисене хутшӑнакансене чӗререн тав тӑватпӑр. Чӗререн тав!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри «Журавушка» ача сачĕн социаллă сетьри страницинчен
https://vk.com/public210640710