Пăслăкри Алевтина Ивановна Алексеева — хастар, чӗрӗ, яланах тирпейлӗ. Вӑл пахчине те, килте те идеаллӑ тасалӑхпа пурӑнма та, маскировка сетки çыхакан пунктра пулӑшма та вӑй ҫитерет. Хĕрарăм иккӗмӗш ҫул ӗнтӗ ушкӑнри чи хастаррисенчен пӗри пулса тӑрать. Унӑн вӑр-вар аллисем пур ҫӗре те ӗлкӗреҫҫӗ: пусма касаҫҫӗ, сеткă ҫыхаҫҫӗ, ӑна сӑнчӑрлаҫҫӗ, касаҫҫӗ, гирляндăсем ҫакаҫҫӗ, ҫуртасем лартаҫҫӗ, посылкӑсене ҫыхаҫҫӗ, эсӗ унӑн ӗҫченлӗхне курса ӑмсанатӑн. Вӑл фронта гуманитари тата финанс пулӑшӑвӗ пухас енӗпе те малти ретре тӑрать. Яланах юнашар, яланах малта, мĕнпур событисем хушшинче.
Кулма юратакан, сӑпайлӑ, кӑмӑллӑ, ҫынсемпе хутшӑнма юратакан ҫын. Унӑн пурнӑҫӗ ҫинчен каласа панине итленӗ май, мӗн чухлӗ ирӗклӗхпе чун-чӗре, анне юратӑвӗн, шалти ҫирӗп туйӑмлӑх унра пулнине ӑнланатӑн.
Алевтина Ивановна 1964 ҫулта Пăслăк ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Ашшӗ ӗмӗр тӑршшӗпе колхозра механизаторта ӗҫленӗ, амӑшӗ кирпӗч заводӗнче тăрăшнă.
Ӗҫе, ҫӗре, ашшӗ-амӑшне юратни ялта мӗн ачаранпах хӑнӑхаççĕ. Ҫемьере хӗрачасем ҫеҫ ӳснӗ пирки вӗсен хуҫалӑхри тӗрлӗ ӗҫе, чи йывӑр ӗҫе те пурнӑҫлама тивнӗ. Пăслăкри вӑтам шкулти вунӑ класс вĕренсе тухсан Алевтина Ивановна Куйбышеври 16-мĕш СПТУна вӗренме кӗнĕ, унта контролер профессине илнӗ те 1982 ҫултан пуҫласа 1984 ҫулччен хулари авиаци заводӗнче ĕçленĕ.
Ҫав ҫулах ялти Валерий Федоровича качча тухать. Ҫамрӑксем ҫурт-йӗр, хуҫалӑхри ҫурт-йӗрсемлӗ илемлӗ кирпӗч ҫурт туса лартнӑ. Пурте ҫынсенни пек. Кам кӑна пулса ӗҫлемен Алевтина Ивановна повар та, контролер та, ача садĕнчи нянечка та, котельнăй операторĕ те, сутуҫӑ та пулнă. Ҫуллахи тапхӑрта колхозра сахăр кăшманĕ çумланă, килте колхоз столовӑйӗ валли ҫӑкӑр пӗҫернӗ.
Ҫемьере Олеся хӗрӗ -— амӑшӗпе ашшӗшӗн савӑнӑҫпа пылаклӑхĕ ҫуралнӑ. Халӗ Алевтина Ивановнан кукамăшне юратакан виҫӗ чаплӑ мӑнук ҫитӗнет. Унӑн кӗрӳшӗ ятарлă çар операцийĕ пуҫламӑшӗнченех малти линире тӑрать.
Пирӗн героиня нихҫан та ӗҫсӗр лармасть. Яланах ĕçре, яланах чун валли ӗҫ тупать. Халӗ, ҫӗршывшӑн йывӑр вӑхӑтра, вӑл ывӑнма пӗлмесӗр клуба васкать, унта волонтерсемпе пӗрле икӗ ҫула яхӑн пӗчӗк утӑмсемпе ҫӗнтерĕве ҫывхартать.
Пирӗн хушӑра Алевтина Ивановна пек ҫынсем пур пулсан, Ҫӗнтерӳ пирте пулатех.
Тавтапуҫ сире, Алевтина Ивановна, пирӗнпе пӗрле пулнӑшӑн.
Сире те, сирӗн пӗтӗм ҫемьене сывлӑх тата ырлӑх сунатăп.
Валентина МИТРОФАНОВА,
Пăслăк ялĕ.
Сăнÿкерчĕкĕ: «Все для фронта — Бижбуляк» ушкăнăн социаллă сетьри страницинчен.