Минигали Шаймуратов ячĕллĕ Пушкӑртсен пӗрремӗш батальонӗнчи çар служащине Донецк Халӑх Республикин пуҫлӑхӗ Денис Пушилин "ДНР Геройӗ" хисеплӗ ят панӑ. Кун пирки "Башкирский батальонăн" telegram-каналĕ пӗлтерет.
"Мана пулӑшма, айккинче юлмасса вӗрентнӗ. Эпӗ тӗслӗхсем куртӑм. Ман асатте виҫӗ вӑрҫӑ витĕр иртнӗ. Эпӗ хӑрамарӑм, мана кирлӗ пулчӗ. Ҫавӑнпа та эпӗ Тӑван çӗршыва хӳтӗлеме спецоперацие кайрӑм", — тенӗ "Африка" Пушилинпа тӗл пулсан.
"Африка" кӗҫӗн сержант Пишпÿлек районӗнче ҫуралса ӳснӗ. Минигали Шаймуратов ячӗллӗ батальонра 2022 ҫултанпа служит тӑвать, вӑл — пилотсăр вӗҫев аппарачӗсен операторӗ. Кӑҫалхи март уйӑхӗнче "Африка" снайперла персе ВСУн пӗтӗм чӗрӗ вӑйне пӗтернӗ.
"Эпир чарусӑр ҫар ҫыннисем тесе ан шутлӑр. Пур ӗҫре те сивӗ ӑспа тӗрӗс расчет кирлĕ. Манӑн "Африка" позывнойлă юлташ пилотсăр вĕçев аппарачĕсем ӗҫленӗшӗн яваплă. Çар ĕç-хĕле контрольте тытать. Ытти батальонсене те пулăшать теме пулать", — тет "Башкир" позывнойлă боец хӑйӗн юлташӗ ҫинчен.
Контракт служби ҫинчен информацие Пишпÿлекри çар комиссариатĕнче ыйтса пĕлме пулать. 89273270204 телефонпа, е хăвăр Пишпÿлек ялĕ, Центральная урамĕ, 45-мĕш çурт адреспа пымалла.
"Башинформ" ИА материалӗсем тӑрӑх.