#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин декабрӗн 10-мӗшӗнче гражданла обществӑна аталантарас енӗпе тата ҫын правипе ĕҫлекен Канаш ларӑвӗнче зонӑри ҫар служащийӗсен ДНК материалне обязательнăй йĕркепе памалли ҫинчен калакан сӗнӳ "хыпарсӑр ҫухалнӑ салтаксене" палласа илме ҫӑмӑллатнӑ пулӗччӗ, тесе йышăннă.
"Ҫавӑнпа та тивӗҫлӗ тытӑмсене эсир мӗн сӗнни ҫинчен калăп, шухӑшласа пăхчăр. Ку вăл ҫав тери кăткăс япала, анчах ман шутпа, ку пирӗн хӳтӗлекен, ҫапӑҫакан, чи йывӑр, хӑрушӑ, çапăçу пыракан линири ҫӗнӗ задачӑсене татса паракан çар çыннисен интересӗсене сыхлать. ДНК парасси вӑл лайӑх сӗнӳ пек туйӑнать мана", — палӑртнӑ Раççей лидерĕ.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, ашшĕне палăртасси тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе пурлăх характерлă ыйтусене, вӗсене пурнӑҫлас ӗҫ СВОна хутшăнакан ҫар ҫыннисем ДНК парсан ансатрах пулнӑ пулӗччӗ. Ҫав шутра Раҫҫей Президенчӗ салтаксен ҫемйисене, тӑванĕсене шыраса вӑхӑта чакарни тата ытлашши тӑкаксенчен хӑтарнине палӑртнӑ.
Ҫавӑн пекех Путин ҫакӑн пек практикӑна ӗҫе кӗртни "хыпарсӑр ҫухалнӑ" салтаксене, сӑмахран, тӑванӗсем ҫук ҫынсене палӑртма май парать тесе палӑртнӑ.
Вӑл ҫак облаҫри специалистсемпе калаҫса пӑхма сӗнни ҫинчен хушса хунă.
Сăнÿкерчĕкĕ: http://kremlin.ru/events/president/news/75816