Çутă çул
-9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ятарлă çар операцийĕ
13 Декабрӗн 2024, 11:34

Пушкӑрт танкисчӗ, алӑсӑр тӑрса юлнӑскер, экипажа вут айӗнчен кӑларма пултарнă

Механик-водитель Пушкӑртсен Сергей Зорин ячӗллӗ танк батальонӗн "Робин" позывнойлă водителӗ, ҫапӑҫура алӑсӑр тӑрса юлнă пулсан та, хӑйӗн танкӗн экипажне ҫӑлса хӑварма пултарнӑ.

Пушкӑрт танкисчӗ, алӑсӑр тӑрса юлнӑскер, экипажа вут айӗнчен кӑларма пултарнă
Пушкӑрт танкисчӗ, алӑсӑр тӑрса юлнӑскер, экипажа вут айӗнчен кӑларма пултарнă

Механик-водитель Пушкӑртсен Сергей Зорин ячӗллӗ танк батальонӗн "Робин" позывнойлă водителӗ, ҫапӑҫура алӑсӑр тӑрса юлнă пулсан та, хӑйӗн танкӗн экипажне ҫӑлса хӑварма пултарнӑ. Ку ӗҫ ятарлӑ ҫар операцийӗн Краснолиманск таврашĕнче пулса иртнӗ. Кун ҫинчен батальон командирӗ Александр Сопин полковник каласа панă, пӗлтерет "Новости РИА".
Ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче "Робина" контузи пулнӑ, ҫавӑн пекех хӑрах аллине ҫухатнӑ, апла пулин те, вӑл танка тытса пынӑ, ӑна персе тӑнӑ ҫӗртен тата 400-500 метр илсе тухма пултарнӑ. Танка ВСУ интенсивлӑ атакӑланӑ, камикадзе дрон та тапăннă. "Робин" машинӑна тӑнран кайичченех тытса пынă. Механик-водитель танка тытса пыма пултарулӑхне ҫухатсан, хӑйпе пӗрле ӗҫлекенсем ӑна çар машининчен илсе тухнă та танка пӑрахса кайма йышӑннă.
Хальхи вӑхӑтра "Робин" Мускав госпиталӗнче сипленет тата реабилитаци иртет. Танкистпа экипажри юлташӗсем хӑйсем ҫӑлӑннă куна тепĕр ҫуралнӑ кун тесе паллӑ тума шутланă. Ҫак паттӑрла ӗҫ спецоперацие хутшӑнакансемшӗн тата пӗтӗм батальона пуриншӗн те паттӑрлӑх, хӑйсене шеллеменлӗх тӗслӗхӗ пулса тӑнă.
https://mgazeta.com/news/novosti/2024-12-12/tankist-iz-bashkirii-lishivshiysya-ruki-sumel-vyvesti-ekipazh-iz-pod-ognya-protivnik-4049436

 

 

Пушкӑрт танкисчӗ, алӑсӑр тӑрса юлнӑскер, экипажа вут айӗнчен кӑларма пултарнă
Пушкӑрт танкисчӗ, алӑсӑр тӑрса юлнӑскер, экипажа вут айӗнчен кӑларма пултарнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: