Фонд ҫулталӑк ҫурӑ ӗҫлет ӗнтӗ. Президент СВОна хутшăнакансен тӑванӗсемпе тӗл пулнӑ хыҫҫӑн ӑна йӗркеленӗ. Владимир Путин пулӑшу меслечӗсем ҫителӗксӗррине ӑнланса илнӗ. Ҫар службинчен тухса патшалăх енчен тимлӗх ыйтакан çынсене пулӑшу памалли уйрӑм инструментсем тума йышӑннă. Фонд умне социаллӑ ыйтусене татса памалли, тӳлевсемпе пособисем илмелли, протезсем тумалли задачӑсем лартнӑ. Президента халӗ СВОран таврӑннисен хумхантаракан ыйтусем хушшинче ӗҫ тупас, спортпа туслашас тата культура мероприятийӗсене хутшӑнас темӑсем ҫурални савӑнтарнă - улшӑну лайӑх палӑрать.
Владимир Путин паянхи технологисене шута илсе хӑвна тупма йывăр маррине палӑртнă. Вӑй-хал тата аталанас кӑмӑл пур ҫамрӑк çынсем спорта, медицинӑна, IT кайма пултараҫҫӗ.
– Ку ыйтупа ӗҫлеҫҫӗ – пӗтӗмӗшпе илсен, ӑнӑҫлӑ, - палӑртнă Раҫҫей Президенчӗ. – Ҫакӑн пек пысӑк ӗҫре темле нушасем пулма пултараҫҫӗ. Пуринчен ытла унта мӗн пулса иртнипе интересленекен ҫынсем ӗҫлеҫҫӗ. Ӗҫ хӗрсе пырать.
Сăнÿкерчĕкĕ: эфир скриншочӗ.
https://mgazeta.com/news/novosti/2024-12-19/prezident-rossii-otsenil-rabotu-fonda-zaschitniki-otechestva-4060347