-8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулти Шаймуратов ячĕллĕ класс госпитальти салтаксене ҫырусем ҫырма шут тытнă. Ку вӑл пулӑшу сӑмахӗсем ҫеҫ мар, хамӑр ҫӗршыва хӳтӗлекенсемпе хамӑр тӑрӑшнине тата сӑпайлӑха кӑтартма май парать.
Кашни салтака вӑл пӗччен маррине пӗлни кирлӗ. Ачасем халӗ тӑнӑҫлӑхпа лӑпкӑлӑхшӑн кӗрешекенсене хӑйсен чӗре ӑшшипе пулӑшӑвне пама тӑрӑшнă.
Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public206548118