Пушкӑрт шкулӗнче вĕренекенĕн ҫырӑвӗ "Башкортостан" полкĕн салтакӗшӗн сыхланмалли вырӑн пулса тӑнӑ. Сибай хулинчи 6-мӗш класра вӗренекен Рания Горшенина, "Башкирский батальон" телеграм-каналта пӗлтернӗ тӑрӑх, чуна пырса тивмелле ҫыру ҫырнӑ.
Пӗр класра вӗренекен ачасемпе пӗрле ҫырнӑ ҫырӑвӗнче хӗрача салтаксене пулӑшнине палӑртнă та вӗсене хӑвӑртрах киле таврӑнма суннă. Раниян чӑн-чӑн йӗркисем боеца хускатнă. Халӗ ҫыру блиндажра ҫакӑнса тӑрать.
Ҫар ҫынни ҫырӑва хуравласа шкул ачине пылак парне ярса панă. Гимнази директорӗ хӗрачана салтак кучченеҫĕсене панă.
Сăнÿкерчĕкĕ: "Башкирский батальон" telegram-канал.