2024 ҫулта Донбаспа Луганскра 49 пин ытла ача тата аслисем Пушкӑрт врачӗсенчен медицина пулӑшӑвӗ илнӗ. Кун ҫинчен ПР сывлӑх сыхлав министрӗ Айрат Рахматуллин каласа панӑ.
Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, ДНРпа ЛНРта пурӑнакансене кардиологсен, эндокринологсен, отоларингологсен тата офтальмологсен консультацийӗсем ытларах кирлӗ пулнă. Ҫавӑн пекех республикӑри медиксем УЗИ, ЭКГ тата анализсене палӑртса 40 пин ытла тӗпчеве пурнӑҫланӑ.
"2024 ҫулта республикӑран тухса ҫӳремелли ултă бригадӑна янӑ, вӗсен йышӗнче 86 врач тата 22 медсестра ӗҫленӗ. Пирӗн медорганизацисем тата унта 17 тонна гуманитари çăкӗ янӑ, эмелсем, мединструментсем, ӑшӑ тумтирсемпе апат-ҫимӗҫ кӗртнӗ", - тесе пӗлтернӗ Рахматуллин.
Сăнÿкерчĕкĕ: Эдуард Кускарбеков / "Башинформ" ИА архивӗ.