Ырӑлӑх пӗчӗкрен — кулӑран, ырӑ сӑмахран, кирлӗ вӑхӑтра пулӑшуран пуҫланать. Шӑп та шай вӑл пирӗн шанӑҫа ҫуратать, таврара ӑшӑ, канлӗх, лӑпкӑлӑх туйӑмӗ ҫуратать.
Манӑн калав паян Людмила Аркадьевна Дмитриева ырӑ чӗреллӗ, ырӑ кӑмӑллӑ хӗрарӑм ҫинчен.
Вӑл Пăслăкри маскировка сетки явакан пункт йӗркеленнӗренпе çав ушкӑна хутшăнать. 2,5 километра (ялӑн чи аялти вӗҫӗнче пурӑнать) ирех иртсе 10 сехет тӗлне клуба васкать. Людмила Аркадьевна пур гуманитари, финанс пухӑвӗсенче те чи хастар хутшӑнакансенчен пӗри, яланах пур событисенче те, кирек хӑҫан та хавхаланса СВО пулӑшӑвӗпе пуҫарусене пулӑшать. Нумая вӗрентĕмĕр вӗт-ха: сеткăсем, нашлемниксем, кикимора халачĕсем çыхма, окоп ҫуртисем тума, çий ан пăсăлтăр тесе хумалли минтерсем ҫӗлеме, медицина салфеткисем хатӗрлеме, чехолсем ҫыхма.
Людмила Аркадьевна яланах лӑпкӑ, хаваслӑ, куҫӗсем хастар, яланах ырӑ кӑмӑллӑ. Унпа питӗ ҫӑмӑл та хӑвӑрт ӗҫлеме.
Людмила ултӑ ача ӳснӗ пысӑк, нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралса ӳснӗ. Вăл виҫҫӗмӗшӗ пулнӑ. Пур çемьери пекех, аслӑрах ачасем яланах кӗҫӗннисене пӑхнӑ, ҫавӑнпа та унӑн ачаранпах "ҫитӗннӗ" пулма тивнӗ. Ашшӗпе амӑшӗ иртен пуҫласа каҫчен колхозра ӗҫленӗ. Ачасем хуҫалӑхра, кил-ҫуртра пулӑшнă. Ачалӑх, шкул ҫулӗсем тӑван Пăслăк ялӗнче иртнӗ.
Илемлӗ хӗре асӑрхамасӑр тӑма май пулман. Ӑна çамрӑк каччӑ Владимир юратса пӑрахнӑ. Часах вӗсем туй туса çӗнӗ ҫемье йӗркеленӗ. Ашшӗ-амӑшӗпе туслӑ пурӑннӑ, унтах ачисем ҫуралнӑ: Анастасия хӗрӗ тата Андрей ывӑлӗ. Ачасем вӗреннӗ, пурнӑҫра хӑйсен вырӑнне тупнӑ, хӑйсен ҫемйисене йӗркеленӗ.
Людмила Аркадьевна ӗҫчен, тарават кил хуҫи арӑмӗ, тӑванӗсем, хӑнасем, кӳршисем килнӗшӗн яланах савӑнать. Пушӑ вӑхӑтра ҫыхма юратать.
Ҫуллахи тапхӑрта Людмила Аркадьевнана кашни ҫулах А.Н. Милютин КФХ столовӑйне повар пулса ӗҫлеме чӗнеҫҫӗ. Хӑйӗн сменине тӳрӗ кӑмӑлпа туса пӗтерсен, вӑл май килнӗ таран маскировка сетки явакан пункта васкать. Кӗрхи мӗнпур ӗҫ хыҫҫӑн каллех стройра, каллех иртенпех, вӑрӑм ҫула ҫӗнтерсе, клуба васкать, унта ялти сÿрĕк мар кăмăллă хӗрарӑмсем пухӑнаҫҫӗ, вӗсем передовойри салтаксене пулӑшма тата пулӑшу пама яланах хатӗр.
Валентина Митрофанова,
Пăслăк ялĕ.
Сăнÿкерчĕкĕ: "Все для фронт а- Бижбуляк" ушкăнăн социаллă сетьри страницинчен.