"Эпир хамӑр Тӑван çӗршыва сутмастпӑр" концертра январӗн 11-мӗшӗнче боецсене халалланӑ юрӑсем янӑрӗҫ.
Композицисене малти линири ҫар ҫыннисемпе хутшӑннисен курӑм-туйӑмĕсене тӗпе хурса йĕркеленĕ. Вӗсем хӑйсен паттӑрлӑхӗпе, çирĕплĕхӗпе, Тӑван çӗршыва юратнипе хавхаланнӑ. Акӑ вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем: "Достоваловецсем", "Шаймуратовецсем, малалла!", "Башкортостан" полкӗ, "Пушкӑрт ялавӗн паттӑрӗсем", "Ватан", "Çӳлӗ пробăлла арçынсем", "Гитара та автомат", "Эпир хамӑр Тӑван çӗршыва сутмастпӑр" тата ыттисем те.
Концерта тата ятарлӑ ҫар операцийӗн ветеранӗсем хутшӑнӗҫ.
Билет сутса илнӗ мӗнпур укҫана М.Шаймуратов ячĕллĕ ятарлӑ ҫар операцийӗн инваличĕсен тата ветеранĕсен социаллӑ хӳтлӗх фондне специализациленӗ техника туянма яраҫҫӗ.
Фойере çар Мухтав музейӗнчен, М.Шаймуратов ячӗллӗ батальон музейӗнчен, Тӑван çӗршыв воинӗсен ҫемйисен Комитетӗнчен, ҫавӑн пекех "Защитники Отечества" фондран консультаци площадки йӗркеленӗҫ.
"Паян пирӗн ҫӗршывра шӑпана татса паракан, историллӗ событисемпе ҫыхӑнса тӑман ҫынсем юлманпа пӗрех. Нумайӑшӗн ҫывӑх çыннисем, тӑванĕсем, тусĕсем ятарлӑ ҫар операцийӗн малти лининче. Пурте пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ, ҫак пулӑшу пирӗн салтаксемшĕн те, пирӗн пӗтӗм ҫӗнтерӳшӗн те хаксӑр", — тенĕ проекта пуҫарса яракан Рамиль Бадамшин.
Мероприяти "Башкортостан" ГКЗра иртет.