Пăслăкри "LIZA" позывнойлӑ гварди рядовой виҫҫӗмӗш ҫул санитари инструкторӗ пулса ӗҫлет.
Вӑрҫӑ тытăçăвӗсем çухатусемсĕр, аманнисемсĕр иртмеҫҫӗ. Аманнӑ боецсене пулӑшма ҫар санинструкторӗсем яланах чи малтан килеҫҫӗ. Шӑпах вӑхӑтра тупса, медицина пулӑшӑвӗ пани пин-пин салтакпа офицер пурнӑҫне ҫӑлса хӑварма, вӗсене каллех строя тӑратма пултарать.
— РФ Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсенче виҫӗ ҫул службӑра тӑнӑ хыҫҫӑн манӑн ку иккӗмӗш отпуск, - тет ҫирӗм икӗ ҫулхи ҫар медбрачӗ. — Пăслăкри вӑтам шкулта тӑхӑр класс пӗтернӗ хыҫҫӑн пӗтӗмпех никама пӑхӑнман ҫын пулма шут тытрăм та тӑван килтен аяккарах тухса кайрам, хам тӗллӗнех Свердловскри медицина колледжне вӗренме кӗтĕм, медицина пӗлӗвне илме Пелепейри медколледжра та ҫавнашкалах ӑнӑҫлӑ вӗренме пултарăттăм. Вӗренсе пĕтернĕ хыҫҫӑн манӑн ҫар служби пулчĕ. Сроклă служба вырӑнне эпӗ ҫар службин контрактлӑ служащийӗ пулма шут тытрӑм та икӗ ҫуллӑха альтернативлӑ контракт турӑм. Службӑна Мускав облаҫӗнче танк дивизийӗнче ирттертĕм. Виҫӗ уйӑх ҫар никĕсĕсене вӗрентĕм, ҫар присягине йышӑннӑ хыҫҫӑн Воронежа ҫар санитари инструкторӗ пулса командировкӑна ячĕç. 2022 ҫулхи февралӗн 22-мӗшӗнче пирӗн ҫар чаҫне Белгород ҫывӑхне куҫарчӗҫ. Унтан Украина пулчĕ. Эпир ДНРпа ЛНРа Украинӑри националистсенчен ирӗке кӑларас тӗлӗшпе ятарлӑ вӑрҫӑ операцийӗ пуҫланас тӗлӗшпе чикӗ урлӑ каҫнӑ чи малтанхи ҫынсен шутӗнче пултăмăр.
— Ҫар контракчӗн мӗнпур условийӗсемпе требованийӗсене чыслӑ пурнӑҫласа, эпӗ запаса кӑларса ярасса кӗтнӗччӗ ӗнтӗ, анчах РФ Верховнӑй главнокомандующийӗн указӗпе килӗшӳллӗн ҫар событийӗсен театрӗнче пулса иртнӗ лару-тӑрӑва пула манӑн ҫар служби малалла тӑсӑлчӗ, — калаҫӑва малалла тӑсать отпускник. — Эпӗ куншӑн нимӗн чухлӗ те ӳкӗнместӗп. Мӗншӗн тесен манăн пулăшу нихҫанхинчен те ытларах кирлӗ пулчӗ. Манӑн ӗҫ-хӗл тӑшманпа ҫапӑҫмалли виҫӗ линие сарӑлать - ку вӑл ҫывӑхри блиндажсене персе аманнисене эвакуацилесси, ҫапӑҫусен иккӗмӗш линине ҫӑмӑл аманнӑ вунӑ боец валли , ҫавӑн пекех медицина работникӗсене ултӑ ҫынна (пилӗк санитарпа пӗр врача) ятарласа тунӑ блиндажсене пăхса тăрасси. Йывӑр аманнисем валли те ҫавӑн пекех блиндаж пур. Кунта аманнӑ боецсене кирлӗ пулӑшу оперативлӑ параççĕ. Аманнӑ салтаксемпе кашни кун блиндажра пурӑнатӑп. Вӑхӑтран вӑхӑта аманнӑ пациентсене эвакуацилекен отрядне ҫар госпитальне çити ертсе пыратӑп. Ҫапла вара, приказ тӑрӑх, эпӗ 30 вырӑнлă выртмалли медицина врачӗсемпе хирурги пулӑшӑвӗпе, фронт зонинчен 25 километрта вырнаҫнӑ медицина пулӑшӑвӗпе, тулли госпитальте "пропискăра" тăратăп.
Хальхи вӑхӑтра пирӗн ентеш хӑйӗн ҫар ӗҫне тата суйласа илнӗ профессине пӗтӗмпех парӑннӑ, хальлӗхе урӑх интерессем ҫук-ха. Унӑн кӑкӑрне çар наградисем илемлетеҫҫӗ: II степеньлӗ «За воинскую доблесть» II степени, «За помощь в бою», «Участник специальной военной операции» медальсем. Ӑна патшалӑхӑн черетлӗ наградине - «За спасение погибавших» медаль пама тăратнă. Медицина тухтӑрӗсемпе санитарӗсем тав тунине командованинчен, Раҫҫей ҫарӗнчи сывалакан салтаксемпе офицерсенчен куллен тенӗ пекех професси енӗпе лайӑх ӗҫленӗшӗн илеҫҫӗ.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Боецӑн архивӗнчен.
Ҫар службине контрактпа каймалли ыйтусемпе çакăнта ыйтса пĕлме пулать:
1. Пурӑнмалли вырӑнти ҫар комиссариатне: Пишпÿлек ялĕ, Центральная урамĕ, 45-мĕш çурт, тел. 8(34743) 2-13-57, 89273270204.
2. Хĕрÿ лини телефонĕпе – 122.
3. Госуслуги (пур пулсан) сайт ҫинче заявлени пама пулать.
Контракт службине каяс текенсемшӗн сывлӑх тата ҫулӗсем енӗпе требованисем юлаҫҫӗ. Ҫапла вара контракт тума кандидат 18 ҫултан пуҫласа 65 ҫула ҫитиччен пулмалла. Сывлӑх шайĕ çинчен тата кирлӗ документсене йӗркелени ҫинчен ҫирӗплетсе панӑ хыҫҫӑн кандидат ҫар службине суйлав пунктне каять.