Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

"Мирлӗ тÿпе сунатӑп"

"Тарас" позывнойлă боец СВО зонинче контрактпа службӑра тӑни ҫинчен каласа пачӗ.

"Мирлӗ тÿпе сунатӑп"
"Мирлӗ тÿпе сунатӑп"


"Тарас" позывнойлă боец СВО зонинче контрактпа службӑра тӑни ҫинчен каласа пачӗ.
Паллах, ҫемьере Çӗнӗ ҫул уявӗсене уявлама пиртен кашнинех кӑмӑллӑ. Фронт ҫывӑхӗнчи блиндажсенче, окопсенче, траншейӑсенче нумай вӑхӑт тăршшĕ пурӑннӑ хыççăн лару-тӑрӑва килти лӑпкӑ канлӗхпе улăштарма пушшех те кăмăллă .
— Ку манӑн пӗрремӗш отпуск контрактпа ҫур ҫул службӑра тӑнӑ хыҫҫӑн, - тет "Тарас" рядовой контрактник. — Мӗншӗн унта пулнӑ-ха? Манӑн биографи ҫӗршывӑн географи енӗпе пуян. Эпӗ хӗрӗх пӗрте. Райцентрти 1-мӗш тата 2-мĕш вӑтам шкулсенче вӗреннĕ хыҫҫӑн Аксенти ял хуҫалӑх техникумне утарҫӑна вӗренме кӗтĕм. Манӑн виҫӗ ача. Ҫурҫӗрте те, Питерта та, Мускавра та ӗҫлерӗм. Унтан Адыгее ҫитрĕм. РФ Оборона министерствипе 2024 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Адыгей Республикинче контракт турăм. Украина территорийӗнче вырнаҫнӑ Алчевск хулин ҫар чаҫне контрактлӑ ҫар служби иртме ҫитрĕм. "Ахмад" спецназӑн подразделенине "САГ" ятлӑ самоходнӑй артиллери гаубицисене пӑхса тӑма лекрĕм. Кунта Пушкӑртстанри Белорецкри, Уфа таврашӗнчи ентешсем те чылайччĕ. Ҫав вӑхӑтра Раҫҫейри тӗрлӗ регионсенчи юлташсемпе ҫирӗп туслашрăмăр. Уйӑх ҫурӑ тăршшĕ эпир Алчевск патӗнчи вӗренӳ чаҫӗнче пултӑмӑр. Ÿт-пĕве пиçĕхтерес енĕпе пире хытӑ "хӑваларӗҫ", пеме, минӑсене сиенсӗрлетме вӗрентрӗҫ. Унтан Раҫҫей территорине Щебекинона куҫарчĕç. Кайран ҫакӑ паллӑ пулчӗ: çакă Украинӑн хӗҫпӑшаллӑ экстремистсем Курск облаҫне тапӑнса кӗнипе ҫыхӑннӑ иккен.
"Тарас" позывнойлă контракт службин рядовой салтакӗ Украина силовикӗсене хӗссе кӑларас тата аркатса тӑкас тӗлӗшпе контртеррористла операци туни ҫинчен кӗскен каласа пачӗ, унта вӗсем хушшинче пронато ҫӗршывӗсенчен тара тытнӑ ҫынсем нумай. Кунта ӑна "Урал" ҫар грузовик-вездеходӑн водителӗ туса куҫарнӑ. Пирӗн ентеш куллен малти линине боеприпассем, апат-ҫимӗҫ турттарса тăрать. Лартнӑ задачӑна вӑхӑтра та ятламасӑр пурнӑҫлать. Сӑмахран, 2024 ҫулхи ноябрӗн 26-мӗшӗнче стрелковӑй полк командирӗ "Тараса" çапăçăва хатӗрленес ӗҫре лайӑх ҫитӗнӳсем тунӑшӑн, пуҫарулӑх кăтартнăшăн, тӑрӑшнӑшӑн, ятарлӑ ҫар операцийӗ ирттерме служба тивӗҫӗсене тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫланӑшӑн, ҫавӑн пекех уйрӑм вӗренӳ стрелковӑй полк иккӗмӗш ҫул тултарнӑ ятпа Тав çырăвĕпе наградӑланă.
— Юлашки вӑхӑтра пирӗн подразделени, тӑшман вӑйне пирӗн территорирен хӗссе кӑларса, малалла куҫса пырать, - тет боец. — Украина националисчӗсен боеприпасĕсем пӗтеҫҫӗ, ретсем сайралаҫҫӗ. Хамӑн отпуска эпӗ кашни ҫар ҫынни тивӗҫекен график тӑрӑх илтӗм. Вӑл Çӗнӗ ҫул уявӗсемпе тÿр килнишĕн питӗ хавас. Эпӗ туссемпе тӗл пултӑм. Юратнӑ анне, тӑвансем, ҫывӑх ҫыннсем киле чӗрӗ те сывӑ таврӑнасса кӗтеҫҫӗ. Моральпе гуманитари пулӑшӑвӗшӗн пурне те тавтапуҫ. Эпӗ хамӑрӑн пӗтӗм тӑван ҫӗршывӑмӑра мирлӗ тӳпе сунасшӑн, 2025 ҫулта эпир ҫӗнтерӳпе, пӗтӗм тӗнчери фашизма ҫӗнтернине палӑртакан аслӑ Ҫӗнтерӳ 80 ҫул тултарнӑ тӗле таврӑнччӑр.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Владимир Смолов.

Ҫар службине контрактпа каймалли ыйтусемпе çакăнта ыйтса пĕлме пулать:

1. Пурӑнмалли вырӑнти ҫар комиссариатне: Пишпÿлек ялĕ, Центральная урамĕ, 45-мĕш çурт, тел. 8(34743) 2-13-57, 89273270204.
2. Хĕрÿ лини телефонĕпе – 122.
3. Госуслуги (пур пулсан) сайт ҫинче заявлени пама пулать.
Контракт службине каяс текенсемшӗн сывлӑх тата ҫулӗсем енӗпе требованисем юлаҫҫӗ. Ҫапла вара контракт тума кандидат 18 ҫултан пуҫласа 65 ҫула ҫитиччен пулмалла. Сывлӑх шайĕ çинчен тата кирлӗ документсене йӗркелени ҫинчен ҫирӗплетсе панӑ хыҫҫӑн кандидат ҫар службине суйлав пунктне каять.

"Мирлӗ тÿпе сунатӑп"
"Мирлӗ тÿпе сунатӑп"
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: