Илиш районӗнчи ял хуҫалӑх предприятийӗ "Дельфин" дронсен портативлӑ детекторне "Ландыш" позывнойлă боец валли илме укҫа-тенкӗ пулӑшӑвӗ панӑ. Кун пирки муниципалитет администраци пуҫлӑхӗ Ильдар Мустафин пӗлтернĕ.
"Хăйсен вӑйлӑ ӗҫĕпе пирӗн ҫӗнтерӗве ҫывхартма тӑрӑшакансене пурне те чӗререн тав тӑватӑп! Илишсем пулӑшни пирӗн боецсене çар задачисене пурнӑҫланӑ чухне ҫитӗнӳсем тума пулӑштӑр", - тесе ҫырнӑ Ильдар Мустафин социаллă сетĕнчи хӑйӗн страницинче.
Янаул районӗнче предпринимательсем кустӑрмаллӑ мунча хатӗрленӗ те фронта ӑсатнӑ. Вӗсемпе пӗрле Новоартаульский ял совет ҫыннисем те боецсене гуманитари пулӑшӑвӗ янă. Вӗсем хӑйсен ентешӗсене маскировка сеткисем, ӑшӑтмалли пушкăсем, бензопăчкăсем, ӑшӑтмаллисем тата ытти кирлĕ япаласем зонӑна янă.
Сăнÿкерчĕкĕ: Илиш район администрацийӗн пуҫлӑхӗн Ильдар Мустафинӑн telegram-каналӗ.