Январӗн 24-мӗшӗнче "Манӑн наци апачĕ" флешмоб стартлать. 2025 ҫулта ку мероприятие Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене тата вӗсен ҫемйисене пулӑшу памалли çул тӗлне йӗркеленӗ.
Флешмобӑн тӗп тӗллевӗ - кулинари хӑнӑхӑвӗсене аталантарасси тата наци культурипе паллашасси кӑна мар, ҫамрӑксен патриотизмне ҫирӗплетесси, СВОна хутшăнакансене гуманитари пулӑшӑвӗ хатĕрлесси.
Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулта вӗренекенсем технологи учителӗ Р.Ф. Сарварова ертсе пынипе пирӗн хӳтӗлевçĕсем валли, СВОна яма валли килти салма хатӗрленӗ. Салмана йӑлана кӗнӗ рецептпа тунă, алӑпа каснӑ. Тепӗр утӑм "СВО валли наци апачĕ" паллӑ тунӑ ятарлӑ коробкӑсене чӗркесе хурасси, вӗсене гуманитари конвойӗпе ятарлӑ ҫар операцийӗн зонине ӑсатӗç.
Ан тив, пирӗн алӑсен ӑшши, тӑрӑшни, пирӗн салтаксене ӑшӑттăр, вӗсене килти вучахăн пӗр пайне патăр.
Хӑвӑртрах ҫӗнтерӳпе киле таврӑнма сунатпӑр! Эпир сире кӗтетпӗр!
#ГодПоддержкиУчастниковСВО #НациональноеБлюдоДляСВОих #МоеНациональноеБлюдо2025
Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public210652587