2023 ҫулта хӗрарӑм Оборона министерствипе контракт çине алă пуснӑ та "Башкортостан" медицина ротинче "Звезда" позывнойлă аслӑ медсестра пулса ӗҫлет.
Пушкӑртри Агидель хулинчи Татьяна ятлӑ нумай ачаллӑ анне аманнӑ боецсене ҫăлма ятарлӑ ҫар операцийĕ пыракан зонăна кайнă.
Агидель администраци пуҫлӑхӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, медицина пӗлӗвӗпе медсестра ӗҫӗн опычӗ пур Татьяна халӗ передовойра госпитальте ӗҫлет. Вӑл аманнисене медицина пулӑшӑвӗ парать, ытти йĕркелÿ ыйтăвĕсемпе аппаланать, ӗҫтешсем валли хӑтлӑ ӗҫ условийӗсене тивӗҫтерет. Татьяна хӑй калать: уншӑн чи пысӑк награда – боецсем сывални тата вӗсем тав туни пулать.
Сăнÿкерчĕкĕ: Агидель администрации пуҫлӑхӗн Денис Ирназаровӑн telegram-каналĕ.