Пушкӑртри Бакалă районӗнче пурӑнакан, СВОна хутшӑннӑ ҫынна "Паттӑрлӑхшӑн" медальпе наградӑланӑ.
Арҫын 2024 ҫулхи июньте Оборона министерствипе контракт тунӑ, сентябрьте аманнӑ. Кун пирки Бакалă район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Олег Ефимов социаллӑ сетьсенче каласа панӑ.
Руслан багги ҫӑмӑл транспортерӗн водителӗ пулса ӗҫлет, аманнисене турттарать, апат-ҫимӗҫ, медикаментсем, боекомплектсем илсе килет. Çар операцисенчен пӗринче унӑн автомобильне ВСУ дронӗпе атакӑланӑ. Командӑн кӑткӑс ӗҫне пула пысӑк ҫухатусенчен хӑтӑлма май килнӗ. Ҫак ĕçшĕн боец "Паттӑрлӑхшӑн" медале тивӗҫнӗ пулнă, наградăна 2024 ҫулхи ноябрьте батальон командирӗ ăна панă.
Сăнÿкерчĕкĕ: Бакалă район администрацийӗн пуҫлӑхӗн Олег Ефимовӑн telegram-каналĕ.