Салават Юлаев ячӗллӗ Пушкӑрт батальонӗнчи боецсем, хӑйсен пурнӑҫне шеллемесӗр, Харьков облаҫӗнчи пӗр ялта пурӑнакансене эвакуациленӗ.
Ку хыпара тӳрех ятарлă ҫар операцийӗ иртекен зонӑран пӗлнĕ. Ӗҫ акӑ мӗнре: Украинӑн хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсене ҫапса аркатнӑ поселокра чӗрӗ юлнӑ пӗр ҫурт та юлман, мирлӗ ҫынсен подвалсенче тата пурӑнма юрӑхлӑ ытти пӳлӗмсенче пытанса пурӑнма тивнӗ.
Салават Юлаев ячӗллӗ батальонри ҫар служащийӗсем ҫапла каласа панă: тӑшман дронсемпе эвакуацилеме тем пек кансӗрленин хӑрушсăрлăхне пӑхмасӑр, граждан çыннисене чип-чиперех туртса кӑларса тӑванӗсене пама пултарнă. СВОна хутшăнакансем каланӑ тӑрӑх, вӗсем вилĕмшĕн мар, ҫынсен пурнӑҫӗшӗн çапăçаҫҫӗ, вӗсенчен кашни пурнăçĕ ылтӑнпа танлашать.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Салават Юлаев ячӗллӗ Пушкӑрт батальонӗ.
https://mgazeta.com/articles/SVO/2025-01-29/voennye-iz-bashkirii-pomogli-v-evakuatsii-mirnogo-naseleniya-v-harkovskoy-oblasti-4101461