Çутă çул
-23 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ятарлă çар операцийĕ
5 Нарӑсӑн 2025, 12:24

Хирти медицина пунктӗнче ӗҫлет

Ятарлă çар операцине хутшăнакан "Судан", пысӑк квалификациллĕ фельдшер, ҫӗнтерӳ пирте пуласса шанать.

Хирти медицина пунктӗнче ӗҫлет
Хирти медицина пунктӗнче ӗҫлет

 

Ятарлă çар операцине хутшăнакан "Судан", пысӑк квалификациллĕ фельдшер, ҫӗнтерӳ пирте пуласса шанать.

Паян ятарлă ҫар операцинче кашни салтакпа офицер, передовойра ҫапӑҫса, тӑшман позицийӗсене хӗссе, кун хыҫҫӑн кун çĕнтерĕве ҫывхартать. Çар медикӗсем — врачсемпе санинструкторсем вӗсем ҫапӑҫусенче илнӗ сурансене оперативлӑ сиплеҫҫӗ, боецсене строя тăма пулашаççĕ.

— Эпӗ Демскинче ҫуралнӑ, анчах Кăрканта пурӑннӑ, ӳснӗ, вӑтам шкулта вӗреннӗ, - тет вӑтӑр пилӗк ҫулхи "Судан" позывнойлă гвардеец. — Шкул хыҫҫӑн хамăн шӑпана медицинӑпа ҫыхӑнтарма шут тытрӑм, ун ҫинчен кайран, темиҫе вӑрҫӑра пулнă чухне те, нихҫан та ÿкĕнмерĕм. Пелепейри медицина колледжӗнчен вӗренсе тухса фельдшер дипломне илтĕм. 2011-2012 ҫулсенче Раҫҫей çарӗнче Улан-Уде хулинчи пиллӗкмӗш танк бригадинче санинструктор вырӑнӗнче сроклă службӑра тӑтăм. Ҫар хыҫҫӑн хамăн специальноҫпе 2008 ҫулччен Ҫурҫӗрте вахта меслечӗпе ӗҫлерĕм.

Ҫамрӑк боец биографийӗнче калаҫуран питӗ интереслӗ япаласем палӑраҫҫӗ, вӗсем "Судан" позывной мĕнле пулса кайнине ӑнлантарса параҫҫӗ. Пирӗн ентеш ултӑ ҫул тăршшĕ Африкӑра ӗҫлесе пурӑннӑ иккен. Вӑл Наци Пӗрлешӗвӗсен организацин миротворецĕ пулнă тата хӑйӗн специальноҫӗпе санинструктор пулса ӗҫленӗ, Раҫҫейри мирлӗ вӑйсен йышĕнче малтан Суданра, унтан Малинче хутшӑннӑ.

— 2024 ҫулхи январьте РФ Оборона министерствипе контракт çине алӑ пусма шут тытрӑм, — тет малалла ултӑ ҫулхи хӗрӗ ҫитӗнекен гвардеец. — Ҫапӑҫусен лайӑх пӗлекен стихийине ҫӗнӗрен таврӑнтӑм теме пулать. Хирти медицина пунктĕнче ӗҫлетӗп, унта аманнисене сиплеҫҫӗ. Вӗсем хушшинче Пушкӑртстанран ентешсем пур — Уфаран, Сибайран тата Октябрьскинчен. Эпир унта виҫҫӗн: медпункт начальникӗ, эпӗ фельдшер тата водитель-санитар. Эпир чирлисемпе аманнисене сиплетпӗр, вӗсене ҫар госпиталӗсене эвакуацилетпӗр. Аманнисен кӑмӑл-туйӑмӗ тӑрӑх пăхсан, эпир Раҫҫей ҫарӗсем ҫӗнтерӳ пулассине лайӑх ӑнланатпӑр, Украина националисчӗсем НАТО пулăшаканĕсемпе туслашса, харкашсан та. Ку манӑн службӑра ҫулталӑк тăршшĕнче пӗрремӗш отпуск. Командовани икӗ медальпе наградӑларĕ: «Участник СВО» тата «За боевое отличие». Тӑвансемпе, хурӑнташсемпе, уйрӑмах юратнӑ аннепе, ҫыхӑну яланах тытатăп. Ку вӑл пурнӑҫри ансат лару-тӑрура питӗ лайӑх пулӑшу.

Владимир СМОЛОВ.

Сӑнӳкерчӗкӗ: Владимир Смолов.

 

 

Ҫар службине контрактпа каймалли ыйтусемпе çакăнта каймалла:

  1. Пурӑнмалли вырӑнти ҫар комиссариатне: Пишпÿлек ялĕ, Центральная урамĕ, 45-мĕш çурт, тел. 8(34743) 2-13-57, 89273270204.
  2. Хĕрÿ лини телефонĕпе – 122.
  3. Госуслуги (пур пулсан) сайт ҫинче заявлени пама пулать.

Контракт службине каяс текенсемшӗн сывлӑх тата ҫулӗсем енӗпе требованисем юлаҫҫӗ. Ҫапла вара контракт тума кандидат 18 ҫултан пуҫласа 65 ҫула ҫитиччен пулмалла. Сывлӑх шайĕ çинчен тата кирлӗ документсене йӗркелени ҫинчен ҫирӗплетсе панӑ хыҫҫӑн кандидат ҫар службине суйлав пунктне каять.

 

 

 

 

 

 

 

 

Хирти медицина пунктӗнче ӗҫлет
Хирти медицина пунктӗнче ӗҫлет
Автор: Марина Иванова
Читайте нас