Пӗтӗм Раҫҫейри "Пирӗн Геройсене" акци шайӗнче, Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçин кунне уявланă май тата ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫланнӑранпа виçĕ ҫул ҫитнипе Михайловка ял советĕнче "Ҫӗнтерӳ еткерçисем" акци иртнӗ, унта волонтерсем кĕске вăхăтлăха отпуска килнĕ ятарлă çар операцине хутшăнакан ҫынпа тӗл пулнă.
Вӑл хӑй ҫинчен, хӑй мӗнле майпа ятарлă çар операцине хутшăнакан пулни ҫинчен каласа панă, хӑйӗн опычӗ ҫинчен, ҫӑмӑл мар, анчах тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫлекен служба ҫинчен каласа панă.
Ҫакӑн пек тӗлпулусем ҫамрӑксем хушшинче хамăр ҫӗршывшăн мӑнаçлӑхпа патриотизм туйӑмне ӳстереҫҫӗ.
#БижбулякскийРайон
#НашимГероям
#Росмолодежь
#ДеньЗащитникаОтечества
#Башмолодежь
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри çамрăксен «Вектор» центрĕн социаллă сетьри страницинчен.