Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Пушкӑртри СВОна хутшăнакан ҫынна пысӑк ятпа чысланă

Ахмет Давлетов ячӗллӗ медицина ротин "Луна" позывнойлă фельдшерне Пушкӑрт Республикин Пуҫлӑхӗн указӗпе "Пушкӑрт Республикин сывлӑх сыхлавӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ" ят панӑ.

Пушкӑртри СВОна хутшăнакан ҫынна пысӑк ятпа чысланă
Пушкӑртри СВОна хутшăнакан ҫынна пысӑк ятпа чысланă

 

Ахмет Давлетов ячӗллӗ медицина ротин "Луна" позывнойлă фельдшерне Пушкӑрт Республикин Пуҫлӑхӗн указӗпе "Пушкӑрт Республикин сывлӑх сыхлавӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ" ят панӑ. Кун пирки Караидель район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Айдар Шайдуллин пӗлтернӗ.

"Луна" — Караидельти тĕп район больницин медсестри Эльвира. Ятарлă çар операцине хутшăнакан пуличчен хастар хӗрарӑм васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн службинче ӗҫленӗ.

Ҫӗршывра спецопераци пуçлансан, вăл медиксен бригади йышӗнчи ӗҫтешӗсемпе пӗрле темиҫе хутчен те Красный Луч (ЛНР) больницине ӗҫлеме кайнă. Темиҫе ӗҫ смени хыççăн ҫар ҫыннисемпе юнашар спецопераци задачисене пурнӑҫлама хатӗрри ҫинчен пӗлтернӗ.

Халӗ "Луна" кӗске вӑхӑтлӑх отпускра. Килте вӑл хӑйӗн юбилейне паллӑ тунă. Ҫавӑн пекех Эльвирана, Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров хутшӑннипе иртнӗ Хӗрарӑмсен кунне халалланӑ уяв мероприятине чӗннӗ.

Сӑнӳкерчӗкĕ: Олег Яровиков.

 

https://www.bashinform.ru/news/svo/2025-03-07/uchastnitsu-svo-iz-bashkirii-nagradili-vysokim-zvaniem-4149431

 

 

Пушкӑртри СВОна хутшăнакан ҫынна пысӑк ятпа чысланă
Пушкӑртри СВОна хутшăнакан ҫынна пысӑк ятпа чысланă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: