Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçин çулталӑкне халалланӑ мероприятисен шайӗнче Пелепейри механизаципе электрификаци колледжĕн Пишпÿлекри филиалĕнче педагогсемпе вӗренекенсем ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан "Джони" позывнойлă колледж студенчӗпе тӗлпулу иртнӗ. Салтак хӑйӗн тӑван вырӑнӗсене ҫапӑҫусен зонинчен кӗске вӑхӑтлӑха отпуска килнӗ. Вӗренекенсемпе тӗл пулсан, вӑл салтак служби ҫинчен, хӑйӗн çарти тивӗҫӗсем ҫинчен каласа панă, хальхи ҫар ҫынни ӳт-пӗвӗпе кӑна мар, тарӑн пӗлӳ илме те, кӑткӑс лару-тӑрура хӑвӑрт решенисем йышӑнма, яланах хӑйне хӑй аталантарма тата вӗрентме хатӗр пулма кирлине палӑртнă. Ҫавӑн пекех "Джони" спецоперацие хутшӑнакан салтаксемшӗн тӑванӗсемпе пӗтӗм обществӑна мораль тӗлӗшӗнчен пулӑшни питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнă, ачасене чӗререн ҫырнӑ ҫырусемпе открыткӑсемшӗн тав тунă, вӗсене вӗсем пӑлханса вулаҫҫӗ, упраҫҫӗ. Тӗлпулу вӑхӑтӗнче студентсем вӑрҫӑ кунӗсем ҫинчен, пирӗн салтаксене хӗҫпӑшаллантарни, малти линире пурӑнмалли условисем, тӗл пулакан йывӑрлӑхсем ҫинчен ыйтусем панӑ. Калаҫу вӗҫленнӗ хыҫҫӑн преподавательсемпе студентсем боеца ҫирӗп сывлӑх, ӑнӑҫлӑ служба тата хӑвӑртрах киле таврӑнма суннă.
#МЫВМЕСТЕ
#Росмолодежь
#НашимГероям
#Победа80
#ГодподдержкиучастниковСВО
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пелепейри механизаципе электрификаци колледжĕн Пишпÿлекри филиалĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club95382440