Виҫҫӗмӗш ҫул ӗнтӗ Каçкăнри пирӗн ентеш ҫар тивӗҫне пурнӑҫлать.
Тӑван çӗршыва хӳтӗлекен çулталăкра патшалӑх интересӗсене хӳтӗлес енӗпе хӑйӗн ҫар тивӗҫне тӳрӗ кӑмӑлпа аллине хӗҫпӑшал тытса пурнӑҫлакан, тӑван ҫӗршыв чиккисен тӗрӗслӗхӗпе арканманлӑхне тата Раҫҫейӗн мирлӗ канлӗхне сыхлакан ҫынсемпе тӗл пулма тата унпа туслашма кӑмӑллӑ.
— Йăлпăлактамакри вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн 2010 ҫулта сроклӑ ҫар службине кайма чӗнсе илчĕç, — тет тӗреклӗ кӗлеткеллӗ каччӑ. — Киров облаҫне стратегилле тӗллевлӗ ракетӑсен ҫарне лекрӗм. Ҫар хыҫҫӑн Пишпÿлекри 149-мĕш ПТУ вӗренсе тухрăм та монтажникпе сварщик профессине алла илтĕм. Тӗрлӗ стройкӑсенче ӗҫлеме ӗлкӗртĕм. 2022 ҫулта сентябрӗн 26-мӗшӗнче, мобилизаци хыҫҫӑн мана каллех ҫара илчӗҫ. Пишпÿлекри ҫар комиссариатӗнчен эпир аллӑ ҫын ытлаччĕ, икӗ каччӑ -Йăлпăлактамакран. Малтан пире Саратов хулине ӑсатрӗҫ. Кунта мотострелковӑй подразделени йӗркелерĕç. Ҫар службин никĕсĕсене ҫӗнӗрен аса илме тиврӗ темелле, эпӗ хаваслансах турӑм, мӗншӗн тесен мана ҫар служби килӗшетчӗ. Унтан эпир Крым урлӑ Запорожьене кӗтӗмӗр. Ҫапла эпир ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнтӑмӑр.
Нумай калаҫма юратман çапӑҫусен ветеранӗ виҫҫӗмӗш ҫул пыракан ҫар кунӗсем ҫинчен каласа пачĕ. Вӑл пулеметчик. Унӑн подразделенийӗ малти линире, ҫавӑнпа салтаксем блиндажсенче вырнаҫнă. Апат-ҫимӗҫе хӑйсем хатӗрлеҫҫӗ, анчах апат-ҫимӗҫпе йĕркеллĕ тивӗҫтереççĕ. Вӗсем патне час-часах гумконвойсемпе апат-ҫимӗҫпе япаласем илсе килеҫҫӗ. Ҫакӑн пек тӑрӑшни боецсене хавхалантарать, часах ҫӗнтерессе шанма вăй парать.
— Ӗҫ укҫи пире вӑхӑтлă тӳлеҫҫӗ, пĕр çултан пурне те "Çапӑҫусен ветеранӗ" удостоверени пачӗҫ, СВОна хутшăнакан чаплӑ медаль пачӗҫ, — тет малалла пирӗн ентеш. — Эпӗ пиллӗкмӗш хут пӗчӗк тӑван ҫӗршыва атте-анне патне отпуска килтӗм. Вӑрҫӑра вăрçăри пекех! Ҫакӑнпа пурне те каланӑ - хушма та, чакарма та çук. Командованирен манӑн ултӑ тав хучĕ пур. Ҫапла, пӗлтӗрхи августра, строй умӗнче, полк командирӗ "...ҫар тивӗҫне тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫланӑшӑн, ӑслӑ пуҫарулӑхшӑн, служба енӗпе тимлӗ пулнӑшӑн, СВОри кулленхи тата боевой задачӑсене пурнӑҫланӑ чухне палӑрнӑшӑн", ҫавӑн пекех Мотострелковӑй ҫарсен кунне паллӑ туса тав çырăвĕ пачĕç. Пирĕн арми девизĕ: "Хурҫӑран пехота - юлашки сӑмах пирте!».
Эпир калаҫнӑ вӑхӑтра кӗҫӗн ывӑлӗн сӑмахӗсене утмӑл тӑватӑ ҫулхи ашшӗ тимлӗ итлерӗ. Çемье пуҫлӑхӗ те ҫапӑҫусен ветеранӗ, воин-интернационалист иккен.
— Эпӗ нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралса ӳснӗ, унта аттепе аннен ҫичӗ ача пулнӑ, — тет Вилюр Яруллович. — Вӗсем хушшинче эпӗ виҫҫӗмӗш ача пулнӑ. Мана та, ывӑла чӗннӗ пекех, шкул хыҫҫӑнах Совет Ҫарне служит тума чӗнчӗҫ. Чикӗри ҫарсене Таджикистана лекрӗм. Ун чухне Афган вӑрҫи пуҫланнӑччĕ. Тӑван çӗршыв умӗнчи интернационаллӑ тивӗҫе пурнӑҫлама пире Афганистана куҫарассине эпир юлташсемпе пӗлеттӗмĕр. Эпӗ гранатометчикчĕ. Демобилизаци хыҫҫӑн тӑван ялта тракторист пулса ӗҫлеме пуҫларӑм. Альмира илемлӗ хӗре качча илтĕм. Вӑл мана икӗ ывӑл парнелерӗ. Айдар аслӑ ывӑл та ҫар шкулӗнчен Новосибирскра вӗренсе тухрĕ, артиллерире службӑра тӑчĕ. Вӑл хӑйӗн ҫемйипе тӑван Каçкăнра кӳршӗре пурӑнать. Кӗҫӗн ывӑл хальлӗхе авланман-ха. Служба срокӗ пӗтнӗ хыҫҫӑн, киле ҫӗнтерӳпе таврӑнсан, унӑн туйне те вылятпӑр. Вӑл та пире мӑнукӗсемпе савӑнтарӗ.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Владимир Смолов.
Ҫар службине контрактпа каймалли ыйтусемпе çакăнта каймалла:
1. Пурӑнмалли вырӑнти ҫар комиссариатне: Пишпÿлек ялĕ, Центральная урамĕ, 45-мĕш çурт, тел. 8(34743) 2-13-57, 89273270204.
2. Хĕрÿ лини телефонĕпе – 122.
3. Госуслуги (пур пулсан) сайт ҫинче заявлени пама пулать.
Контракт службине каяс текенсемшӗн сывлӑх тата ҫулӗсем енӗпе требованисем юлаҫҫӗ. Ҫапла вара контракт тума кандидат 18 ҫултан пуҫласа 65 ҫула ҫитиччен пулмалла. Сывлӑх шайĕ çинчен тата кирлӗ документсене йӗркелени ҫинчен ҫирӗплетсе панӑ хыҫҫӑн кандидат ҫар службине суйлав пунктне каять.