Ятарлă çар операци зонинчи çапӑҫу вырăнĕнчен иккӗмӗш хут кӗске вӑхӑтлӑха отпуска штурмовик, десант машинин наводчик-операторӗ Тукайри "Честный" позывнойлă боец килнӗ.
Ялти нумай ачаллӑ ҫемьере ачасем пӗчӗкренех хӑйсем тӗллӗн ӗҫлеме хӑнӑхаҫҫӗ, килти выльӑх-чӗрлӗхе пӑхса ӳстереҫҫӗ, пахча ҫимӗҫ ҫитӗнтереҫҫӗ. Ҫак лайӑх йӑла та ҫыннӑн хӑйӗн суйласа илнӗ профессийӗнче кӑна мар ӗҫе яваплӑ тума вĕрентет. Ку вӑл ҫар службинче те, ҫавӑн пекех ҫапӑҫусенче те кирлӗ пулма пултарать.
— Пирӗн упӑшкапа пысӑк ҫемье, хальхи вӑхӑта нумай ачаллӑ ҫемье, - каласа парать Айгуль Фанилевна. — Пӗр сӑмахпа каласан, пирӗн виҫӗ ывӑл та тӑватӑ хӗр. Вӗсем пурте ӗҫчен. Килти хуҫалӑхра пулӑшаҫҫӗ. Хӑвӑр шухӑшласа пӑхӑр-ха: пирӗн мӑйракаллӑ шултра выльӑх кăна ултӑ пуҫ, вӗсене кашни кун пӑхмалла, килти кайӑк-кĕшĕк те пур тата пысӑк пахча. Ывӑлсенчен асли — ятарлӑ ҫар операцине хутшăнакан. Паян халĕ килте, черетлӗ отпуска килнӗ, тӑванӗсемпе ҫывӑх шăллĕсемпе йӑмӑкӗсем хушшинче пурӑнать. Ӑна гаражра тупма пулать, унта вӑл иртенпех хӑйӗн мотоциклне юсать.
Контрактник амӑшӗпе калаҫнӑ май унӑн мӑшӑрӗ, боецӑн ашшӗ Илинар Шакирович 1978 ҫулта ҫуралнӑскер, Раҫҫей Ҫарӗн мотострелковӑй ҫарӗнче ҫар службине иртни, БТР водителӗ пулни çинчен каласа пачĕ. Сержант ятне тивӗҫлӗ пулнă, бронетранспортер командирӗ пулнă.
— Мӗнле ĕçпеччĕ? - кӗтмен ҫӗртен килсе кĕнĕ çынсене курса, терĕ амăш чĕннипе гаражран кĕнĕ ҫирӗм тӑватӑ ҫулхи контрактник, ӗҫленӗ чухне ҫупа кӑштах вараланнӑ ҫирӗп аллине парса. — Отпуск вӑхӑтӗнче служба ҫинчен калаҫас килмест. Аитри вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Пелепейри механизаципе электрификаци колледжӗн Пишпÿлекри филиалне пӗтерни, сварщикпа каменщик дипломӗсене илни ҫинчен каласа пама пултаратӑп. Кӑштах ӗҫлеме ӗлкӗртӗм те ҫара илчĕç. Автомобиль ҫарне лекрӗм, Самара хулинче танк батальонӗнче служит турăм.
Ҫар хыҫҫӑн Уфара "СНЭМА" сервис фирминче ӗҫлерĕм. 2023 ҫулхи сентябрӗн 14-мӗшӗнче РФ Оборона министерствипе контракт тума йышӑнтăм. Луганскра ҫамрӑк боец курсӗ вунӑ кун иртрӗм те СВО ӗҫне хутшӑнтăм. Эпӗ штурмовикпа БМД-2 (десантӑн çар машини) наводчик-операторĕ. Пӗрле ӗҫлекенсемпе яланах ҫапӑҫӑва хутшӑнатпӑр, мӗншӗн тесен наступлени пырать. Тӑшман хӑйӗн позицийӗсене парать. Пӗрремӗш отпуска 2024 ҫулхи августӑн 10-мӗшӗнче килнĕччĕ. Пирӗн пысӑках мар ялтан тӑватӑ ҫын ятарлă çар операцине хутшӑнаҫҫӗ. Анчах ман подразделенинче ентешсем ҫук. Бугульмари "Чибис" позывнойлă боец чи ҫывӑх юлташ.
Пирĕн ентешĕн СВО службинче тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн командованирен икӗ тав çырăвĕ тата икӗ медаль пур - «За отвагу» тата «За боевое отличие». Вӑл халлӗхе хусахчӗ-ха, анчах вӑл киле ҫӗнтерӳпе таврӑнасса ашшӗ-амӑшӗпе шаллĕсемсӗр тата йӑмӑкӗсӗр пуҫне юратнӑ хӗрĕ те чӑтӑмсӑррӑн кӗтет.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Владимир Смолов.