ПР правительствинчи оперативлӑ канашлура пичет тата СМИ агентствин ертӳҫи Максим Ульчев "Китап" кӗнеке издательствинче ятарлӑ ҫар операцийӗн повестки енӗпе уйрӑм ӗҫлени ҫинчен каласа панă.
2024 ҫулта «СВОими глазами. Страницы спецоперации» кӗнеке тухнӑ. Унта Пушкӑрт журналисчӗсем СВО территорине пырса курнисене, боецсемпе хутшӑннӑ хыҫҫӑн мӗн курни-илтни ҫинчен каласа панă.
«Башкирские народные сказки» аудиопроект çутта тухнă, унти произведенисенчен пӗринче Минигали Шаймуратов ячӗллӗ пӗрремӗш Пушкӑрт батальонӗнчи боецсем сассине çыртарнă.
Кӑҫал «Герой России» ята тивӗҫнӗ республикӑра ҫуралса ӳснисем çинчен «Память СВО», «Дорогами героев» (аудиоприложенипе) пушкӑрт чӗлхипе кӗнекесем тухĕç.
Пушкӑрт Республикинче «Сохранение и развитие государственных языков Республики Башкортостан и языков народов Республики Башкортостан» патшалӑх программи шайӗнче кӗнеке кӑларас ӗҫ пырать.
Пӗлтӗр республикӑри мӗнпур шкул валли 79 вӗренӳ кӑларӑмӗ тата вӗренӳ литературин 62 кӑларӑмӗ (тӗпрен илсен – илемлĕ литература) кӑларнӑ.
Вӗренӳ литературине пушкӑрт литературин классикине, хальхи художествӑлла, куҫару литератури кӗрет.
Кӑларӑмсем пушкӑртла, вырӑсла, тутарла, акӑлчанла тухаҫҫӗ. Пӗтӗмӗшле тираж - 68,5 пин экземпляр.
Ача-пӑча литературине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Ҫулсерен 20-25 кӑларӑм тухать, нумайӑшӗ - вӑйӑ формипе.
Майӑн 30-мӗшӗнчен пуҫласа июнӗн 1-мӗшӗччен Уфари Совет площадӗнче Пӗтӗм тӗнчери виҫҫӗмӗш "Китап-байрам" кӗнеке ярмăркки иртӗ. Мероприятисене Раҫҫейӗн 100 ытла кӗнеке издательстви хутшӑнать. Программӑра спектакль кӑтартма палӑртнӑ, ҫавӑн пекех ярмăркка кунӗсенче Ҫӗнтерӳ 80 ҫул ҫитнине халалланӑ курав ӗҫлӗ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Альберт Загиров.