Ситекпуçĕнчи КФХ пуҫлӑхӗ Валерий Алексеевич Павлов, контрактпа СВОра сӑваплӑ тивӗҫне пурнӑҫласа, каллех хресченсен мирлӗ ҫурхи уй-хир ӗҫӗпе аппаланать.
Капла пăхсан, районти халӑх пурӑнакан вырӑнсенче чылай ҫынсем пӗр евӗрлӗ: ӗмӗр тӑршшӗпех пĕрешкел климат тата ҫутҫанталӑк зонинче пурӑнаҫҫӗ, калас пулать, пӗр сывлӑшпа сывлаҫҫӗ, ҫӑлкуҫсенчен таса шыв ӗҫеҫҫӗ. Ҫитменнине тата вӗсем, хӑйсен хушма хуҫалӑхӗнче е хресчен (фермер) хуçалăхĕнче е тата пысӑкрах ял хуҫалӑх предприятийӗнче харпӑрлӑх формипе ӗҫленӗ пекех, ӗмӗр тăршшĕпе ялхуҫалӑх производствипе - выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетессипе тата ӳсентӑран ĕçĕпе аппаланаҫҫӗ. Анчах уйрӑмлӑхсем кунта та пурах. Пур ҫӗрте те ҫынсем тĕрлĕрен. Ситекпуçĕнчи ӗҫчен ҫынсене тӗслӗхе илер. Кунта халӗ те Киров ячӗллӗ СПК коллективпа хуҫалӑх предприятийӗ сыхланса юлнӑ-ха. Валерий Павловӑн хресчен (фермер) хуҫалӑхӗ пур. Нумаях пулмасть Аслӑ Ҫӗнтерӳ 80 ҫул ҫитнине халалланӑ чаплӑ митингра, майӑн 9-мӗшӗнче, райцентрӑн тĕп площадӗнче Валерий Алексеевича патшалӑх наградипе — «За храбрость» медальпе наградӑланӑ.
— Хальхи вӑхӑтра пирӗн ҫемье: эпӗ, юратнӑ мӑшӑр Лидия Николаевна тата Олег ывӑл ҫурхи уй-хир ӗҫӗсемпе аппаланатпăр, - тет Ситекпуçĕнчи нумай калаҫма юратман ырӑ кӑмӑллӑ фермер. — Анчах эсир манран мӗн ыйтасшӑн пулнине чухлатӑп эпӗ. Ку мана майӑн 9 -мӗшӗнче Пишпÿлекри чаплӑ митингра панӑ «За храбрость» медаль пирки пулӗ? Ӑна манӑн пӗлтӗр кӗркуннех, ятарлă ҫар операцинче «Урал» десант-штурмлакан батальонӑн ретӗнче Авдеевка еннелле ҫапӑҫнă чухнех илмеллеччĕ. Унта эпир наступление кайрăмăр, ҫавӑнпа та питӗ йывӑр ҫапӑҫусем пычĕç. Анчах манӑн ҫар контракчӗн срокӗ вӗҫленчӗ, 2024 ҫулхи ноябрь уйӑхӗнче эпӗ тӑван Ситекпуçне таврăнтăм.
Валерий Алексеевичпа Лидия Николаевна Павлов мӑшӑрсен тӑватӑ ҫирӗп ывӑл тата ҫемйипе Санкт-Петербургра пурӑнакан илемлӗ хĕр Аксинья. Аслӑ ывӑлӗ 2022 ҫулхи сентябрьтен пуҫласа мобилизаципе ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнать. Иккӗмӗш ывӑлӗ РФ Оборона министерствипе 2023 ҫултанпа контракт тӑрӑх Украина националисчӗсемпе ҫапӑҫать. Вӗсен иккӗшӗн те правительство наградисем пур. Кирилл ывӑлӗ, 20232024 ҫулсенче Белгород облаҫӗнче сроклӑ ҫар службинче пулнӑ чухне, ҫапӑҫусен зонинче пулнӑ, вӑл та СВОна хутшӑннӑ, ҫартан ҫапӑҫусен ветеранӗн удостоверенийӗпе таврӑннӑ. Унӑн «За воинскую доблесть» медаль пур.
— Манӑн, пысӑк ҫемье пуҫӗ пулнӑ май, халӗ те ҫак пӑтӑрмах хӑвӑртрах вӗҫлентӗр тесе тӑрӑшас килет, — тет малалла Валерий Алексеевич. — Ҫавӑнпа та, хамӑн çапăçакан ентешӗмсемпе ывӑлӑмсене мӗнле те пулин пулӑшас тесе, эпӗ иртнĕ çул пуҫламӑшӗнче теветкеллӗ утӑм тума шут тытрӑм. Анчах куншӑн нимӗн чухлӗ те ӳкӗнместӗп. Куратӑр ӗнтӗ, эпӗ чӗрӗ те сывах, хресчен ӗҫӗпе аппаланатӑп. Манӑн пухмачра виҫӗ медаль. Фронтра мана полк командирӗ строй умӗнче «За отвагу» медаль тата ветеран удостоверенийĕ пачӗ. Тата медаль пур, ветерансене тивӗҫлӗ пекех, «Участник СВО». Ывӑлсемпе хӗрӗм мана виҫҫӗмӗш медальпе саламларӗҫ. Вӗсем пурте ашшӗпе мăнаçланаҫҫӗ! Ку питӗ кӑмӑллӑ. Кашни ҫемьере ҫавӑн пек пулмалла та пулӗ.
Ҫар службин йывӑрлӑхӗсемпе нушисем хыҫҫӑн, уй-хир шӑплӑхӗ, кайӑксем юрлани тата тин ҫеҫ сухаласа пӑрахнӑ ҫӗр шӑрши ӑна уйрӑмах хаклӑ пек туйӑнаҫҫӗ. Вӑл унта, передовойра юлнӑ юлташӗсене аса илет те, вĕсен нуша курнисем кӑлӑхах пулманнине кӑтартса парас тесе, икӗ хут вӑйлӑрах ӗҫлеме сӑмах парать. Тӑван ялта пурнӑҫ малалла тӑсӑлтӑр, ачасем килӗштерсе ӳсчӗр, уй-хирсем пучахланччӑр, савăк кулă янӑратӑр.
Эпир Валерий Павловпа, СВО ветеранĕпе анлӑ уй-хир чиккинче калаҫрӑмӑр. Олег ывӑлӗпе пӗрле вӑл хӗвелҫаврӑнӑш - техника культурине акма ҫӗр хатӗрлеме хӑватлӑ К-700 тракторпа усӑ курать. Валерий Павлов фермер хуҫалӑхӗ çумне ҫичҫӗр гектар ҫӗр ҫирӗплетнӗ, унта тӑрӑшуллӑ ҫемье нумай ҫул ӗнтӗ ыраш, сӗлӗ, тулӑ тата хуратул акса ÿстерет.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Владимир Смолов.
Ҫар службине контрактпа каймалли ыйтусемпе çакăнта каймалла:
1. Пурӑнмалли вырӑнти ҫар комиссариатне: Пишпÿлек ялĕ, Центральная урамĕ, 45-мĕш çурт, тел. 8(34743) 2-13-57, 89273270204.
2. Хĕрÿ лини телефонĕпе – 122.
3. Госуслуги (пур пулсан) сайт ҫинче заявлени пама пулать.
Контракт службине каяс текенсемшӗн сывлӑх тата ҫулӗсем енӗпе требованисем юлаҫҫӗ. Ҫапла вара контракт тума кандидат 18 ҫултан пуҫласа 65 ҫула ҫитиччен пулмалла. Сывлӑх шайĕ çинчен тата кирлӗ документсене йӗркелени ҫинчен ҫирӗплетсе панӑ хыҫҫӑн кандидат ҫар службине суйлав пунктне каять.