Çутă çул
-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Рота командирӗ штурмлакан ушкӑнсене мӗнле ертсе пыни ҫинчен каласа панă

Пирӗн ентеш Рафис Афлятонов икӗ ҫул ытла Украинӑра ятарлă çар операцийĕ иртекен зонӑра.

Рота командирӗ штурмлакан ушкӑнсене мӗнле ертсе пыни ҫинчен каласа панă
Рота командирӗ штурмлакан ушкӑнсене мӗнле ертсе пыни ҫинчен каласа панă
 
Пирӗн ентеш Рафис Афлятонов икӗ ҫул ытла Украинӑра ятарлă çар операцийĕ иртекен зонӑра.
Ҫак кунсенче ятарлӑ ҫар операцийӗн зонинче паттӑр ентешсем хӑйсене ҫӗршывăн чӑн-чӑн патриочĕсем пек кӑтартаҫҫӗ, пирӗн асаттесен ӗҫне тивӗҫлипе малалла тӑсаҫҫӗ. Вӗсенчен кашниех, Тӑван çӗршыв хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерсе, ҫӗршыва хӳтӗлес ӗҫе хӑйсен тӳпине хывать. Пирӗн ентеш Рафис Афлятонов икӗ ҫул ытла Украинӑра ятарлă çар операцийĕ иртекен зонӑра тӑрать.
Рафис нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралса ӳснӗ. Шкулта нумай ҫул тăршшĕ вырӑс чӗлхипе литературине унӑн амӑшӗ Флюза Муллахметовна вӗрентнӗ. Шкулта вӑл лайӑх вӗренекенсенчен пӗри пулнӑ, спортпа туслă пулнă. Вăй хумаллинчен те, ӗҫрен те хӑраман. Шкул хыҫҫӑн, хӑйӗн тантӑшӗсем пекех, ҫарта пулнӑ. Тамбов облаҫӗнче «спецназра» служба иртнӗ. Ҫар чаҫӗн командованийӗнчен ҫар задачисене лайӑх пурнӑҫланӑшӑн ҫарта служит тунă чухне Рафисăн ашшӗ-амӑшӗ темиҫе хутчен те тав ҫырӑвӗсем илнӗ. Ҫартан таврӑнсан, Ҫурҫӗрте «Лукойл» нефть компанине ӗҫе вырнаҫнӑ, Тюмень нефтегаз университечӗн Нефть тата газ вырӑнӗсене туса хатӗрлемелли тата эксплуатацилемелли факультетран параллельлĕ вӗренсе тухнӑ. Мобилизациччен производство хӑрушсӑрлӑхӗн ертсе пыракан инженерӗ пулса ӗҫленӗ.
Ҫар билечӗн пайӗнче кӑтартнӑ «спецназ, разведка, штурмлакан ушкӑн» тесе ҫырни мобилизаци вӑхӑтӗнче татăклă вырăн йышăннă. Рафис 2022 ҫулхи сентябрьте мобилизациленнӗ. Повестка илсе килсен, вӑл хӑй килте пулман, алӑка амӑшӗ уҫнă. Вӑл каланӑ тӑрӑх, малтан вӑл аптраса ӳкнӗ, ҫак самантра мӗн пулнине пӗтӗмпех ӑнланман. Анчах часах пӗтӗм ҫемйипех Тӑван çӗршыва хӳтӗлеме тӑрасси ҫинчен калаҫса татӑлнă. Рафисăн кукамăшĕн пилӗк ывӑлӗ Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче ҫапӑҫнӑ, вӗсенчен виҫҫӗшӗ фронтра пуçне хунă, иккӗшӗ килне таврӑннӑ, анчах нумай пурӑнма тӳр килмен — сурансем хӑйсен ӗҫне тунӑ. Патриотизм майлӑ воспитани илнӗ ҫамрӑк арҫын урӑхла тума пултарайман. Малтанхи тӑватӑ уйӑх тăршшĕ служба Екатеринбургра иртнӗ, унтан — ятарлӑ ҫар операцийӗн зонинче. Рафис, тӑшман вӑйне аркатса, нумай çар операцисене хутшӑннӑ. Украинӑри нумай халӑх пурӑнакан вырӑнсене тӑшман вӑйӗсенчен хӑтарас тата тасатас ӗҫе вӑл хутшӑннӑ.
Хальхи вӑхӑтра Покровск хули ҫывӑхӗнче ҫапӑҫусем малалла пыраҫҫӗ. Боец хӑйӗн çапăçури ҫулне рота старшининчен, взвод командирӗнчен пуçланă, хальхи вӑхӑтра рота командирӗ пулса тӑнă. Диверсипе разведка операцийӗсем ирттерме штурмлакан ушкӑнсене темиҫе хутчен те ертсе пынӑ. Вӑл яланах хӑюллӑ, çапăçури лару-тӑрӑва лайӑх хаклама тата яваплӑ та тӗрӗс решени йышӑнма пӗлнипе палӑрса тӑрать. Кирек мӗнле командир пекех, хӑйне пӑхӑнса тӑракансемшӗн яланах тӑрӑшать, вӗсенчен кашнинех сыхлать, хаклать. Ӑна пӑхӑнса тӑракансем хутла пӗлекен, пултаруллӑ командира кураҫҫӗ, туяҫҫӗ. Ҫапӑҫура боецӑн паттӑрла ӗҫӗсене, хӑйне шеллеменнине «За отвагу» медальпе паллӑ тунӑ. Раҫҫей Федерацийӗн ҫак патшалӑх наградине ҫапӑҫусенче тата патшалӑх хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтермелли ятарлӑ заданисене пурнӑҫланӑ чухне, граждансен конституци прависене хӳтӗленӗ чухне пурнӑҫ валли теветкеллӗхпе ҫыхӑннӑ условисенче паттӑрлӑхпа çирĕплĕх кӑтартнăшӑн параҫҫӗ. Рафис «За воинскую доблесть», «Шаймуратова», «Участнику СВО», «За службу в спецназе», «Батальона Югра» медальсен кавалерӗ пулса тӑрать. Ӑна Паттӑрлӑх орденӗпе наградӑлама тӑратнӑ.
Ятарлă ҫар операцине хутшӑнакан ҫынна килте амӑшӗ, арӑмӗ, икӗ ачи, тӑванӗсемпе ҫывӑх çыннисем чӑтӑмсӑр кӗтеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ял ҫыннисем унпа мăнаçланаççĕ, вĕсен ентешĕ часах Ҫӗнтерӳпе таврăнасса кĕтеççĕ.
— Эпӗ ҫакӑн пек патриотсем пуррипе, пирӗн шанчӑклӑ тыл пуррипе мăнаçланатӑп. Ҫакӑнпа эсир пирӗн çапăçури шухӑш-кӑмӑла ҫӗклетӗр, пирӗн ума лартнӑ задачӑсене пурнӑҫлама ҫӑмӑлрах та ункайлăрах. Пире пулӑшнӑшӑн сире пурне те пуç тайми тавтапуç. Ҫӗнтерӳ пирте пулать. Пӗрле эпир - вӑй, пӗрле ҫӗнтеретпӗр, - ҫапла тав турӗ пирӗн герой, фронта пулӑшнӑшӑн унпа телефонпа калаҫнӑ чух.
 
Гази МУХАМЕТОВ.
 
Ҫар службине контрактпа каймалли ыйтусемпе çакăнта каймалла:
 
1. Пурӑнмалли вырӑнти ҫар комиссариатне: Пишпÿлек ялĕ, Центральная урамĕ, 45-мĕш çурт, тел. 8(34743) 2-13-57, 89273270204.
2. Хĕрÿ лини телефонĕпе – 122.
3. Госуслуги (пур пулсан) сайт ҫинче заявлени пама пулать.
Контракт службине каяс текенсемшӗн сывлӑх тата ҫулӗсем енӗпе требованисем юлаҫҫӗ. Ҫапла вара контракт тума кандидат 18 ҫултан пуҫласа 65 ҫула ҫитиччен пулмалла. Сывлӑх шайĕ çинчен тата кирлӗ документсене йӗркелени ҫинчен ҫирӗплетсе панӑ хыҫҫӑн кандидат ҫар службине суйлав пунктне каять.
 
 
Рота командирӗ штурмлакан ушкӑнсене мӗнле ертсе пыни ҫинчен каласа панă
Рота командирӗ штурмлакан ушкӑнсене мӗнле ертсе пыни ҫинчен каласа панă
Автор: Марина Иванова
Читайте нас