Çутă çул
-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Ситекпуçĕнче СВОра пуçне хунисене халалласа обелиск уçнă

Ситекпуçĕнчи Патриот паркӗнче чаплӑ мероприяти иртнӗ.

Ситекпуçĕнче СВОра пуçне хунисене халалласа обелиск уçнă
Ситекпуçĕнче СВОра пуçне хунисене халалласа обелиск уçнă

Ситекпуçĕнчи Патриот паркӗнче чаплӑ мероприяти иртнӗ. Ашшӗ-амӑшӗсен çветтуй кунӗнче СВОра ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне пуçне хунă боецсене, Сергей Павлович Никифорова халалланă обелиск уçнă. Митингра район администраци пуҫлӑхӗн заместителӗ Эллина Суфьянова, Пишпÿлек ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ Александр Семенов, районти çар комиссариачĕн комиссарĕ Салават Абдуллин, Сергейăн амӑшӗ Раиса Васильевна Никифорова, Сергейăн шӑллӗ Юрий Никифоров, СВОна хутшӑнакан, иерей Владимир, Салават тата Кумертау епископĕ Николай сăмах каланă. Митингра Ольга Бурангулова чуна пырса тивекен юрӑсем юрланӑ. Митинга хутшӑнакансем пурте пӗр минут чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн чӗрӗ чечексем обелиск умне хунă. Митинг вӗҫленнӗ хыҫҫӑн пулас храм валли чул хывасси иртнӗ. Епископ Николай чул хывнӑ та пулас храмӑн никӗсне светит тунă. Пухӑннисем пурте хӗресе чуптуса пиллӗх илнӗ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек ял Совечӗн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/sp_bizh

 

 

Ситекпуçĕнче СВОра пуçне хунисене халалласа обелиск уçнă
Ситекпуçĕнче СВОра пуçне хунисене халалласа обелиск уçнă
Ситекпуçĕнче СВОра пуçне хунисене халалласа обелиск уçнă
Ситекпуçĕнче СВОра пуçне хунисене халалласа обелиск уçнă
Ситекпуçĕнче СВОра пуçне хунисене халалласа обелиск уçнă
Ситекпуçĕнче СВОра пуçне хунисене халалласа обелиск уçнă
Ситекпуçĕнче СВОра пуçне хунисене халалласа обелиск уçнă
Ситекпуçĕнче СВОра пуçне хунисене халалласа обелиск уçнă
Ситекпуçĕнче СВОра пуçне хунисене халалласа обелиск уçнă
Автор: Марина Иванова
Читайте нас