«Башкортостан» мотострелковӑй полкăн Алексей Сухоруков ячӗллĕ «Град» ятлӑ артиллери батарейин командирӗ Юрий Федосов профессилле те хăюллă ӗҫленӗ.
«Башкирский батальон» тelegram-каналĕ пӗлтернӗ тӑрӑх, Юрий Федосов службӑра тӑракан подразделенийӗ çар задачине пурнӑҫланӑ чухне дрон атакине лекнӗ. Кӗҫӗн сержант Юрий Федосов ҫухалса кайман, техникӑпа расчет составне хӑрушӑ участокран пӗр ҫухатусӑр кӑларма пултарнӑ.
Фронтри ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне паттӑрлӑхпа хăюлăх кӑтартнӑшӑн Юрий Федосова Шаймуратов генерал медалӗпе наградӑланӑ.
Сăнÿкерчĕкĕ: «Башкирский батальон» telegram-каналĕ.