Наградӑна боеца чрезвычайлӑ лару-тӑру патшалӑх комитечӗн председателӗ панă.
ПР чрезвычайлӑ лару-тӑру патшалӑх комитечӗн председателӗ Кирилл Первов пушар чаҫӗн пуҫлӑхне, СВОна хутшӑнакана, ведомствӑн «Хастарлӑхшӑн» медалӗпе чысланӑ.
— Пирӗн герой вӑл — паттӑрлӑхӑн, хӑюлӑхпа çирĕплĕхĕн чӑн-чӑн тӗслӗхӗ. 20 ҫул тăршшĕ ӗнтӗ вӑл пулӑшма килет, пирӗн граждансен пурнӑҫне ҫӑлать. Халӗ вара ятарлӑ ҫар операцийӗ иртекен зонӑра тӗллевсене пурнӑҫлать, Донбасри мирлӗ ҫынсене хӳтӗлет. Унпа ҫапӑҫури кулленхи ӗҫсем ҫинчен калаҫрӑмӑр, унӑн пушар хуралӗнчи службинчи пӗлтерӗшлӗ самантсене аса илтӗмӗр. Ӑна нумайранпа кӗтекен Ҫӗнтерӳпе часрах киле таврӑнма сунтăм! — каласа панă Первов.
https://mgazeta.com/news/novosti/2025-07-15/v-ufe-nagradili-uchastnika-svo-4313616