Хӗр ятарлӑ ҫар операци зонине кайма йышӑннӑшӑн пӗрре те ӳкӗнменнине пӗлтерет: «Кунта эпӗ гражданкӑра нихӑҫан та илеймен профессире пысӑк опыт пухрӑм».
Руҫре мӗн ӗмӗртен Тӑван ҫӗршыва арҫынсем кӑна хӳтӗлемен. Пирӗн обществӑн вӑйлӑ ҫуррипе пӗрлех хӗрарӑмсем те ҫар ӗҫӗпе ӗҫленӗ. Украинӑра ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫлансан ҫапӑҫусен зонинче медицина ӗҫченӗсем питӗ кирлӗ пулнӑ. Тухтӑрсемпе медсестрасен вӑрҫӑ хирӗнчи тата фронт ҫывӑхӗнчи госпитальсенчи ӗҫӗ йывӑр та хӑрушӑ. Вӗсен пĕлтерĕшне хаклама йывӑр, мӗншӗн тесен боецӑн пурнӑҫӗ час-часах шӑпах аманнӑ хыҫҫӑн малтанхи сехетсенче алла лекекен специалистсенчен килет-ҫке.
Пирӗн паттӑр хĕрупраç Йăлпăлактамак ялӗнче ахаль ял ҫемйинче ҫуралнӑ. Лайӑх вӗреннӗ, спортпа туслӑ пулнӑ, унӑн ашшӗ-амӑшӗ те спортра хастар. Ашшĕ пӗчӗкренех курешпа кӗрешнӗ, амăшĕ — ҫӑмӑл атлетикӑпа. Хӗр хӑйне мӗн пӗчӗкрен хӳтӗлевҫӗ, ҫынсене пулӑшакан ҫын пек курнӑ, кун пирки вӑрттӑн ӗмӗтленнӗ. МВД шкулне вӗренме кӗме шутланӑ, анчах ура хуҫнине пула суран пулни чӑрмантарнӑ. 2020 ҫулта Йăлпăлактамакри вӑтам шкултан ӑнӑҫлӑ вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн хӗр Уфари медицина колледжне вӗренме кӗрет. Професси суйласси ӑнсӑртран пулман, кукамăшĕ (халӗ вӑл хисеплӗ ҫулта ӗнтӗ) ӗмӗр тӑршшӗпех вырӑнти медпунктра фельдшерта ӗҫленӗ, аслӑ аппăшĕ Пелепейри медицина колледжӗнчен вӗренсе тухнӑ, хӑйне медицинӑна халалланӑ. Виҫӗ ҫултан вӑл дипломлӑ специалист — медицина сестри — хӑйӗн ӗҫ ҫулне Хусан хулинче пуҫлать. Ача ӗмӗчӗ манӑҫман. Ҫар служби ҫинчен шухӑшлани пуҫа ҫӗнӗрен те ҫӗнӗрен пырса кӗрет. 2023 çулхи ноябрĕн 24-мĕшĕнче хăюллă хӗр Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнма Раҫҫей Федерацийӗн Оборона министерствипе контракт ҫырнă. Ашшӗ-амӑшӗ, тӑванӗсем, ҫывӑх ҫыннисем унӑн йышӑнӑвне ӑнланса ырланӑ. Пур тивӗҫлӗ документсене те туса пӗтернӗ хыҫҫӑн хӗре Ростов облаҫне яраҫҫӗ, унта вӑл тактика медицинине алла илет, аманнӑ боецсене медицина пулӑшӑвӗ парас ӗҫе хастар хутшӑнать. Украинӑн хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсем — террористсем Курск облаҫне тапӑннӑ, пуҫтахланнӑ чухне Курск хулинче мӗн пулса иртнине эпир пурте астӑватпӑр. Ҫав пулӑмсем хыҫҫӑн «Сакурана» ытти тухтӑрсемпе, медсестрасемпе пӗрле унта янӑ. Ҫар ҫыннисене те, мирлӗ ҫынсене те медицина пулӑшӑвӗ панӑ. Шӑпах çавӑнта, Курскра, госпитальте хӗсметре тӑнӑ чухне, кӑмӑлӗпе ҫапӑҫакан, ҫав вӑхӑтрах черченкӗ те чипер хӗр «Сакура» позывной илнӗ. Историйӗ вара ҫапларах: медсестрана курса аманнӑ хыҫҫӑн сипленнӗ, унпа калаҫнӑ курсантсем ҫапла каланӑ: «Японире чи лайӑх ҫар ҫыннине самурай теҫҫӗ, Японири чи илемлӗ чечек вӑл — сакура чечекӗ».
Ҫар медикӗсене тӑтӑшах пӗр вырӑнтан теприне куҫараҫҫӗ. «Сакура» кун пек улшӑнусене яланах хатӗр пулнӑ, служба служба çав. Тепӗр çар вырӑнӗ Донецк Халӑх Республикинчи ҫар госпиталӗсенчен пӗри пулнӑ. Паян хӗр урӑх госпитальте операци медицина сестри пулса службăра тӑрать. Аманнӑ боецсене ҫаплах пулӑшать, медицина пулӑшӑвӗ парать, вӗсен пурнӑҫне ҫӑлать, боецсене кӑна мар. Медсестра тӗп телекуравӑн Пӗрремӗш каналӗн минометпа персе лекнӗ телекурав операторӗн пурнӑҫне ҫӑлнӑ ҫарпа медицина бригадин йышӗнче пулнӑ.
— Ыттисене пулӑшасси, пурнӑҫ ҫӑласси манӑн тивӗҫ пулнине эпӗ ача чухнех ӑнлантӑм, — тет харсӑр медсестра.
Профессие суйласа илессинче ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен хӗрӗ ҫапах та шурӑ халат тӑхӑннӑ профессие суйласа илме ӗмӗтленни тата унӑн кӑсӑклӑхӗ пысӑк вырӑн йышӑннӑ — вӑл медицинӑпа кӑсӑкланнӑ. Ҫав вӑхӑтрах хӑй тӗллӗн вӗренмесӗр лайӑх медик пулайманнине, чи лайӑх преподаватель те сана пур пӗлӗве те паманнине ӑнланса илнӗ. Ҫавӑнпа ҫамрӑк медсестра вӑрҫӑ зонине кайса килни, пӗр енчен, аманнӑ салтаксемпе офицерсене пулӑшма, тепӗр енчен — калама ҫук пысӑк пысăк професси опычӗ илме май пуррине ӑнланнӑ.
— Операци ӑнӑҫлӑ иртсен, ҫӑлӑнса юлнӑ этем пурнӑҫӗнчен эсӗ калама ҫук пысӑк хавхаланупа вӑй-хал ҫӗкленнине туятӑн. Кун пек чухне ҫынна пулӑшнӑ чухне пур япаларан та, ҫав шутра хӑйӗнчен те, уйрӑлни, тухтӑра ҫеҫ итлени, вӑл мӗн каланине тӗп-тӗрӗс туни питӗ пӗлтерӗшлӗ. Ҫак самантра сирӗн пӗр чӑмӑр пулмалла, — ҫапла майпа «Сакура» хӑш-пӗр пӗтӗмлетӳсем тӑвать.
Кӑҫал ҫуркунне «Сакура» килте отпускра пулнă. Тӑван Йăлпăлактамак ялĕнче яланах ашшӗ-амӑшӗ, тӑванӗсем, тус-юлташӗсем кӗтеҫҫӗ. Ашшӗ-амӑшӗ хӑйӗн хӗрӗпе мăнаçланаççĕ. Хӗр ятарлӑ ҫар операцийӗн зонине кайма йышӑннӑшӑн пӗрре те ӳкӗнменнине пӗлтерет: "Кунта эпӗ гражданкӑра нихӑҫан та илеймен профессире пысӑк опыт пухрӑм. Кунта питӗ хӑвӑрт вӗренетӗн, профессионал пулатӑн, мӗншӗн тесен санӑн реакци хӑвӑртлӑхӗнчен тата пурне те мӗнле тӗрӗс тӑвассинчен аманнӑ ҫыннӑн пурнӑҫӗ килет».
«Сакура» питӗ ырӑ та уҫӑ кӑмӑллӑ, ҫынсемпе ҫӑмӑллӑнах пӗр чĕлхе тупать. Ҫакăн çумне пурнӑҫӑн хастар позицине, вырӑнсене улӑштарас туртӑма тата позитивӑн пысӑк зарядне хушӑр. Чӑн-чӑн ҫар медсестри ҫавӑн пек пулмалла та пулӗ —тӑрӑшуллӑ та татӑклӑ, пурне те пӑрахса, тӑван килтен ҫӗршер километрти ҫынсене ҫӑлма кайма хатӗр.
Гази МУХАМЕТОВ.
Ҫар службине контрактпа каймалли ыйтусемпе çакăнта каймалла:
Контракт службине каяс текенсемшӗн сывлӑх тата ҫулӗсем енӗпе требованисем юлаҫҫӗ. Ҫапла вара контракт тума кандидат 18 ҫултан пуҫласа 65 ҫула ҫитиччен пулмалла. Сывлӑх шайĕ çинчен тата кирлӗ документсене йӗркелени ҫинчен ҫирӗплетсе панӑ хыҫҫӑн кандидат ҫар службине суйлав пунктне каять.