Благовещенск районӗнче пурӑнакан «Амур» позывнойлă ҫын яланах ҫар ҫынни пуласшӑн пулнӑ, халӗ вӑл малти линире çар задачисене чыслӑ пурнӑҫлать.
Благовещенск районӗнчи «Амур» позывнойлă СВОна хутшăнакан фронтра ашшӗпе тата пиччӗшӗпе службӑра тӑрать. Ҫар ҫыннин историне муниципалитет администрацийӗн пуҫлӑхӗ Анна Карабанова каласа панă.
Карабанова каланӑ тӑрӑх, «Амур» яланах ҫар ҫынни пуласшӑн пулнӑ, тӗллевĕ пурнăçлантăр тесе çине тăнӑ. Шкул ҫулӗсенче Благовещенскри кадет класӗнче, унтан Ишимбайри кадет корпусӗнче вӗреннӗ. Суворов орденӗллӗ Рязаньти сывлӑшпа десант ҫар генералӗ В.Ф. Маргелов ячӗллӗ икӗ хутчен Хӗрлӗ ялавлӑ аслă командовани училищине пӗтернӗ.
«Амур» тата унӑн тӑванӗсем артиллери полкӗн йышӗнче Запорожье енче ҫапӑҫу задачисене пурнӑҫлаҫҫӗ. Ҫар ҫыннин ӗҫӗсене «Ҫарти хастарлӑхшӑн» медальпе, Шаймуратов генералӑн медалӗпе, Жуков медалӗпе палӑртнӑ.
Нумаях пулмасть «Амур» килне кӗске вӑхӑтлӑх отпуска килнӗ. Вӑл Анна Карабановапа гуманитари пулӑшӑвӗн ыйтӑвӗсене сӳтсе явнӑ. Сӑмахран, ҫар ҫыннисене блиндажсем тума стройматериалсем кирлӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Благовещенск район администрацийӗн телеграм-каналӗ.