Агидельри ҫар ҫынни Курск облаҫӗнчи ҫапӑҫу операцийӗ вӑхӑтӗнче ҫыхӑнупа тивӗҫтернӗ.
Агидельри «Каспер» позывнойлă СВОна хутшӑнакана Жуков медалӗпе чысланă. Кун пирки муниципалитетӑн социаллă сечӗсенче каласа панӑ. Патшалӑхӑн пысӑк наградине ҫар ҫынни чикӗ çывăхĕнчи ҫар задачине пурнӑҫланӑ чухне паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн тивӗҫнӗ.
Курск облаҫне хӳтӗленӗ чухне Ольговка ялӗпе юнашар «Каспер» подразделенисем хушшинчи ҫыхӑнӑва тивӗҫтернӗ. Унӑн профессионализмӗ, ҫирӗплӗхӗ тата паттӑрлӑхӗ йывӑр самантра палӑртнӑ тӗллеве ӑнӑҫлӑ пурнӑҫлама май панӑ, тенӗ командовани хыпарӗнче.
Хушса хӑварар, Пушкӑртстанра контрактниксене тӳлемелли виҫе 1 млн тенкӗпе танлашать. Контрактниксене пӗр хутчен паракан тӳлев сумми паянхи куна пурӗ 1700 000 тенкӗпе танлашать. Унсӑр пуҫне республикӑра СВОна хутшăнакансене тата вӗсен ҫемйисем валли 50 ытла пулӑшу мери ӗҫлет. Тӗплӗнрех башбат.рф сайтӗнче.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Агидель администрацийӗн telegram-каналӗ.