Çутă çул
-15 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ятарлă çар операцийĕ
10 Декабрӗн 2025, 11:16

Пушкӑртстанри медсестра СВО зонинче ҫӗршер салтак пурнӑҫне ҫӑлнӑ

Старокурзя ялӗнче пурӑнакан паттӑр хӗрарӑм çинчен Бурай район администраци пуҫлӑхӗ Рушан Гараев каласа панă.

Пушкӑртстанри медсестра СВО зонинче ҫӗршер салтак пурнӑҫне ҫӑлнӑ
Пушкӑртстанри медсестра СВО зонинче ҫӗршер салтак пурнӑҫне ҫӑлнӑ

Пушкӑртстанри СВОна хутшăнакан «Афина» позывнойлă Лилия Галиевана «Хӑйне шеллеменшӗн тата професси ӑсталӑхӗшӗн», «Вилĕмрен ҫӑлнӑшӑн» медальсемпе, Лука Крымский медалӗпе, Пушкӑртстан Республикин хисеп грамотипе чысланӑ, ҫапӑҫусен ветеранӗ ята тивӗҫнӗ. Старокурзя ялӗнче пурӑнакан паттӑр хӗрарӑм çинчен Бурай район администраци пуҫлӑхӗ Рушан Гараев каласа панă.

Контракт алӑ пусиччен Лилия Галиева ЛНР хулинчи «Известия» больницӑра медиксен куҫса ҫӳрекен бригадинче ӗҫленӗ. Унтан «Афина» ҫапӑҫу зонинчи госпитальте аманнӑ ҫар ҫыннисен пурнӑҫĕсене ҫӑлнӑ.

Паян Лилия Галиева Г. Куватов ячĕллĕ РКБ операци уйрӑмӗнче аслӑ медсестрара ӗҫлет.

«Унӑн ырми-канми тӑрӑшулӑхӗ — харпӑр хӑй ҫирӗплӗхӗ кӑна мар, пӗтӗм районшӑн калама ҫук пысӑк мӑнаҫлӑх. Лили пек ҫынсем патриотизмӑн, ирӗк вӑйӗн тата вӗҫӗ-хӗррисӗр ырӑлӑхӑн чӑн-чӑн тӗслӗхӗ пулса тӑраҫҫӗ", — палӑртнă Рушан Гараев.

Сӑнӳкерчӗкĕ: Лилия Галиеван архивӗнчен/ социаллă сеть.

https://www.bashinform.ru/news/svo/2025-12-09/medsestra-iz-bashkirii-spasla-v-zone-svo-sotni-zhizni-soldat-4499844

 

Пушкӑртстанри медсестра СВО зонинче ҫӗршер салтак пурнӑҫне ҫӑлнӑ
Пушкӑртстанри медсестра СВО зонинче ҫӗршер салтак пурнӑҫне ҫӑлнӑ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас