Çутă çул
-17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ятарлă çар операцийĕ
19 Нарӑсӑн , 11:51

Ман кукка - Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫи

Эпӗ хамӑр ҫемьери Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫи ҫинчен каласа парасшӑн. Ку манӑн аннен тӑван пиччĕшĕ Эдуард Филиппович Миронов.

Ман кукка - Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫи
Ман кукка - Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫи


Эпӗ хамӑр ҫемьери Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫи ҫинчен каласа парасшӑн. Ку манӑн аннен тӑван пиччĕшĕ Эдуард Филиппович Миронов. Вӑл пӗрремӗш кунсенченех ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ. Вӑл кӑҫал 46 ҫул тултарӗ. Пишпӳлек районӗнчи Ситек ялӗнче ҫуралнӑ, позывнойне те вӑл хӑйӗн пӗчӗк Тӑван ҫӗршывне аса илтернӗ пек «Седяк» илнӗ.
Манӑн кукка тахҫанах ҫар ҫынни, ку унӑн пӗрремӗш ҫар опычӗ мар. Сроклӑ хӗсмет иртнӗ май унӑн Чечен вӑрҫине хутшӑнма тӳр килнӗ. Унта вӑл хӑйӗн пӗрремӗш «Паттӑрлӑхшӑн» медальне илнӗ. Аманнӑ, Чулхула хулинчи ҫар госпиталӗнче выртнӑ. Кунта манӑн куккапа ытти боецсем Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗпе Владимир Путинпа тӗл пулнӑ, вӑл госпитале ҫитсе курнă вӑхӑтра вӗсене сехетсем тыттарнӑ. Ҫак сехет унӑн халӗ те упранса юлнӑ.
«Седяк» позывнойлă боец хӑйӗн службинче Мариуполь, Лиман, Донецк (Мариуполь, Северодонецк, Рубежное, Кременная, Авдеевка тата ытти хуласем) текен ҫул-йӗрсенче пулнӑ. Тӑватӑ ҫул хушшинче вӑл нумай наградӑсене тивӗҫнӗ: «За боевые отличия», «Участник СВО», «За отвагу», «За участие в спецоперации по денацификации и демилитаризации Украины», «За освобождение Мариуполя», Жуков медальне тата Суворов медальне. Маларах та унӑн ҫар наградисем пулнӑ ӗнтӗ, ку - «За отвагу», «За отличия в военной службе», «За воинскую доблесть III степени», «За воинскую доблесть II степени» медальсем.
Манӑн кукка ҫар ҫынни кӑна мар, юратакан тӑрӑшуллӑ упӑшкапа атте те, ӑна мӑшӑрӗ Людмила, ывӑлӗ Дмитрий, амӑшӗ (манӑн кукамай) Роза тата эпир пурте хамӑр пысӑк ҫемьепе кĕтетпĕр. Манӑн кукамая куккан ҫар чаҫӗнчен «Тӑван çӗршыв хӳтӗлевҫин амӑшӗ» медаль, Люда инкене «Тӑван çӗршыв хӳтӗлевҫин арӑмӗ» медаль панӑ.
Эпӗ хамӑн куккапа мăнаçланатӑп, маншăн унӑн тӑванӗ пулма пысӑк чыс. Вӑл пирӗншӗн пуриншӗн те тӗслӗх пулса тӑрать, вӑл питӗ ырӑ кӑмӑллӑ та пулӑшуллӑ, хӑюллӑ та татӑклӑ тата тӳрӗ кӑмӑллӑ. Вӑл - чӑн-чӑн паттӑр, вӑл киле Çӗнтерӳпе таврӑнасса эпир пӗлетпӗр!
Кирилл АНДРЕЕВ,
Пишпӳлекри 1-мӗш вӑтам шкулти 4«а» класра вӗренекен.
Сӑнӳкерчӗкĕ: çемье архивӗнчен.

 

Ман кукка - Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫи
Ман кукка - Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫи
Автор: Марина Иванова
Читайте нас