

Йăлпăлактамакри ятарлă çар операцин ветеранӗ Азамат Гайсинович Гатиятуллин ывӑлӗсемшӗн тивӗҫлӗ тӗслӗх пулса тӑнӑ.
Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем —Тӑван çӗршывшӑн харсӑрлӑха, паттӑрлӑха кайма хатӗр чӑн-чӑн паттӑрсем. Ятарлӑ ҫар операцийӗн ветеранӗсенчен пӗринпе Азамат Гайсинович Гатиятуллинпа тӗл пулма Йăлпăлактамак ялне ҫул тытрăм. Тирпейлӗ хуҫалӑх, чечек клумбиллӗ кил-ҫурт участокӗ, картишӗнчи выльӑх-чӗрлӗх ман куҫа илӗртрӗ. Пӳртре икерчӗ шӑрши кӗрет, килти хӑтлӑхпа ӑшша вӗрет. Римма Минивазировна хуҫа арӑмӗ питӗнче йӑл кулса кӗтсе илчӗ.
Азаматпа Римма Гатиятуллинсем нумай ҫул пӗрле ӗнтӗ. Риммӑн икӗ ывӑл пулнă пӗрлешнӗ чухне. Пӗрле Леана хӗр ҫуратнă.
— Шӑпа ирӗкӗпе уйрӑлма та, каллех пурнӑҫ тӑрӑх пӗрле утма та тиврӗ, - каласа парать Римма. - Ачасене тӳрӗ кӑмӑллӑ, ӗҫчен, ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем туса ӳстертӗмӗр. Ывӑлӗсем ашшӗне питĕ хисеплеҫҫӗ, вӗсене ӗҫе юратма вӗрентнӗшӗн тав тӑваҫҫӗ.
Ачисем авланнӑ, хӑйсен ҫемйисемпе пурӑнаҫҫӗ, хӗрӗ качча кайнӑ. Аслашшӗпе асламӑшне мӑнукӗсем савӑнтараççĕ. Гатиятуллинсен вӗсем пиллӗкĕн. Повар пулнăскер, Римма Çурҫӗрте вахтӑра ӗҫленӗ, упӑшки контракт алӑ пусса СВО зонине кайма шут тытнӑ чухне. Мӑшӑрӗпе ачисем килӗшмесӗр тухса кайма шут тытнине вӑл пуриншӗн те ҫапла лӑпкӑрах пулассипе ӑнлантарнă.
- Ҫак йывӑр вӑхӑтра ҫӗршывшӑн нумайӑшӗ контракт алӑ пуснӑ. Эпӗ те пултарӑп, чӑтӑп, Тӑван çӗршыва усӑ кӳрӗп, — тет Азамат. - Яланах ҫемье патне чӗрĕ таврӑнасси ҫинчен ҫеҫ шухӑшлаттӑм. Хӑмшăн та, пӗрле ӗҫлекенсемшӗн те тӑтӑшах кӗл тăваттăм. Хӗсмете лексен нимшӗн те ӳкӗнмерĕм, ним ҫинчен те шухӑшламарăм, хӑрамарăм. Тӗп шухӑш — нимӗнле йывӑрлӑха пӑхмасӑр малалла утасси, хамăр командирсене итлесси. Пӗр вӑхӑтра та ҫемьепе ачасем ҫинчен манса кайман.
Хӑрамарӑм, мӗншӗн тесен чӑн-чӑн паттӑрлӑх хӑраманнинче мар, ӑна ҫӗнтернинче.
Азамат Гайсинович ӗмӗр тӑршшӗпе выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес ӗҫре ӗҫленӗ. Вӑл яланах уҫӑ сывлӑшра пулнӑ, вӑй-хал ӗҫӗпе аппаланнӑ, яланах ҫирӗп, сывӑ, пиҫӗхнӗ, чӑтӑмлӑ ҫын пулнӑ. Выльӑх кӗтнӗ чухне кирек мӗнле ҫанталӑк условийӗсенче те мӗн чухлӗ чупма, хускалма тивнӗ. Акӑ ҫак вӑй-хал хатӗрленӗвӗ ӑна ҫапӑҫу условийӗсенче пулӑшнӑ. Ҫар лару-тӑрӑвӗн йывӑрлӑхне нумай тӳссе ирттерме тивнӗ унӑн.
— Чи пӗлтерӗшли — йывӑр лару-тӑрӑва лекес мар тесе пур енӗпе те тимлӗ пуласси: дронсем вӗҫеҫҫӗ, ура айӗнче вилӗмлӗ мина пулма пултарать, малта тӑшмансем, — сӑмахне малалла тӑсать ветеран. — Пурне те тӳсме пулать, анчах чи хӑрушши — юлташсене ҫухатни.
Хӑйӗн позывнойĕ пирки йӑл кулса калаҫать, мӗншӗн тесен ӑна питӗ интереслӗ лару-тӑрура панӑ. Тува юлташӗсемпе калаҫнӑ чухне хӑш-пӗр сӑмахсен пӗрпеклӗхӗ пирки ӑна ыйту панă: «Тутарсен «бака» сӑмахне мӗнле куҫараҫҫӗ?» —тенĕ. «Лягушка» темелле пулнă, вӑл «жаба» тенӗ. Пурте хавасланса кайнă. «Жаба» позывнойĕ те унпа ҫаплах юлнă. Унӑн ӳт-пӗвӗ лайӑх хатӗрленнине систерсе яланах шӳтленĕ: «Шапан пуринчен те малалла сикмелле!» — аса илет Азамат хӑйӗн тусӗсене.
Хальхи вӑхӑтра СВО зонинчи ывӑлӗсем пирки калаҫу пуҫлансан Римма Минивазировнан куҫӗсем шывланчӗҫ. Вӗсем ҫинчен шухӑшламасăр пӗр минут та иртмест. Хӗрарӑм ывӑлӗсем киле чӗрĕ-сывă таврӑнччӑр тесе тӑтӑшах кӗл тӑвать.
Ывӑлӗсемшӗн тивӗҫлӗ тӗслӗх Азамат Гайсинович пулнă. Вӑл вӗсен йышӑнӑвӗсене тума хистенӗ. «Атте кайрӗ, эпир те ун хыҫҫӑн!», — ҫакӑн пек сӑмахсемпе тапраннă вӗсем ҫак ҫӑмӑл мар ҫула.
Азамат Гайсинович хальхи вӑхӑтра килте. Ӑна сывлӑхӗ хавшанипе демобилизациленӗ. Чылай вӑхӑт госпитальсенче выртнă, куҫĕ курми пулнă темелле, урисемпе пысӑк йывӑрлӑхсем. Тӑван çӗршыва шанчӑклӑ ӗҫлесе пурӑннӑшӑн пӗтӗм чунтан тав тӑватпӑр ӑна! Хамӑр геройсемшӗн яланах мухтанатпӑр!
Азамат Гайсинович Гатиятуллина Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх наградине илме тӑратнӑ, ӑна «Паттӑрлӑхшӑн» медальпе наградӑланӑ. Ҫитӗнекен ӑрӑва вӑл ҫирӗп, сывӑ, пур енӗпе те ӑста ӳсме сунать. Ачасем вӑрҫӑ ан курччӑр, тулли ҫемьесенче ӳсчӗр, çӗр ҫинче тӑнӑҫлӑх пултӑр тесе чун-чӗререн ӗмӗтленет! Мирлӗ пурнӑҫра пирӗн ветеран ҫар ҫыннисене гуманитари пулӑшӑвӗ парас ӗҫе тӳпе хывать. «Защитники Отечества» Пушкӑртстан Республикинчи филиалӗ ăна ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшнăшăн патшалӑх фончӗн Тав ҫырӑвне панӑ.
Мӑнукӗсем хӑйсен аслашшӗсен, мӑн аслашшӗсен паттӑр ӗҫне малалла тӑсаҫҫӗ. Гатиятуллинсен ҫемйинчен те Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑнакансем пулнӑ. Нимӗҫ фашисчӗсен Германине Ҫӗнтернӗ куна уявлас умӗн вӗсен паттӑрлӑхне, çирĕплĕхне аса илес килет. Гатиятуллинсен ҫемйине ҫирӗп сывлӑх, лӑпкӑ ватлӑх, ӗмӗтсене пурнӑҫлама сунатпăр. Пӳртре икерчӗ шӑрши кӗтӗр, ачасем чупччӑр та хӑвӑртрах чӗрӗ-сывӑ ывӑлӗсем Ҫӗнтерӳпе таврӑнччӑр! Тӑван ҫӗр ҫинче пурне те телей сунатпӑр!
Зульфида МУЛЛАГАЛЕЕВА.
Контрактпа ҫар хӗсметне кӗме Пишпÿлек районӗнчи ҫар комиссариатне кайма пулать: Пишпÿлек ялĕ, Центральная урам, 45-мĕш çурт, тел.: 8(34743) 2-13-57, 89273270204