Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин «Цемикс» завочӗн ĕçченĕсемпе иртнĕ тӗлпулӑвӗнче унта ĕçлекенсенчен пĕри ялсене газификацилесси ҫинчен, ҫав шутра Абзелил райӗнчи Даутово ялне ыйтса пӗлчӗ. Владимир Путин Радий Хабирова ял проблемине татса пама ыйтрӗ. Пушкӑртстан пуҫлӑхӗ газификаци процесне хӑй тӗрӗслесе тӑрасси ҫинчен пӗлтерчӗ.
Раҫҫей Президенчӗ 2022 ҫул вӗҫнелле Раҫҫейре, вӗсен ҫывӑхӗнче газопроводсем иртекен территорисене газификацилесси пирки каланă. Газ магистралӗсенчен аякра вырнаҫнӑ ытти ҫуртсем тӑрӑх газификаци ыйтӑвӗсене планлӑ режимра татса парӗҫ.
– Поселоксем хушшинчи газопроводсем ҫывӑхӗнчи ҫуртсене тӳлевсӗр газ хывас ӗҫӗн пӗтӗм ӗҫне 2022 ҫул вĕçĕччен вӗҫлемелле, — терӗ Владимир Путин.
Пушкӑртстан пуҫлӑхӗ Радий Хабиров республикӑра газификаци енӗпе регионти штаб йĕркелени ҫинчен пӗлтерчӗ.
— Ялсене газификацилес ӗҫӗн планне палӑртакан регион подрядчикне «Межрегионгаз»а палӑртнӑ эпир, – терӗ Радий Хабиров.
МИХ информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: уçă çăлкуçсенчен.