Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ĕç-хĕл
13 Августӑн 2021, 15:56

41 çĕнĕ шкул автобусĕ паян республика районĕсем тăрăх саланнă

Çав шутран пирĕн района иккĕшĕ килет.  

41 çĕнĕ шкул автобусĕ паян республика районĕсем тăрăх саланнă
41 çĕнĕ шкул автобусĕ паян республика районĕсем тăрăх саланнă

Çав шутран пирĕн района иккĕшĕ килет. Пĕри Демскинчи вăтам шкула, тепри  Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкула.

Кӑҫал вӗсене ҫӗнетмелли программӑна эпир 106 млн тенкӗ уйӑртӑмӑр, тата 142 млн федераци бюджечӗ хушса хучӗ. Ҫӗнӗ шкул автобусӗсем кивелнӗ транспорт вырӑнне пулаççĕ, шкул ачисемшӗн хушма маршручӗсене уҫма май параҫҫӗ.

Эпӗ вӗсемшӗн питӗ хавас. Вӗренччӗр, пире хӑйсен ҫитӗнӗвӗсемпе савӑнтарччӑр. Чи кирли — чӗрӗ те сывлӑхлӑ пулччӑр. Ҫул ҫинчи хӑрушсӑрлӑх пирӗншӗн питӗ кирлӗ. Ҫавӑнпа эпир водительсен квалификацийӗшӗн те, шкул автобус паркне ҫӗнетессишӗн те тӑрӑшатпӑр.

Октябрь уйӑхӗнче пирӗн пата тата 120 шкул автобусӗ килет. Автопарка малалла та ҫӗнетӗпӗр, — çырать республика Пуçлăхĕ Радий Хабиров.

https://vk.com/radiyhab

Сăнÿкерчĕкĕ: Радий Хабировăн социаллă сетьри страницинчен.

41 çĕнĕ шкул автобусĕ паян республика районĕсем тăрăх саланнă
41 çĕнĕ шкул автобусĕ паян республика районĕсем тăрăх саланнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: