Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ĕç-хĕл
20 Августӑн 2021, 12:37

WorldSkills Russia чемпионатăн наци финалĕн площадкисем ĕçлеме пуçланă

Августӑн 19-мӗшӗнче волонтерсем салатакан материала йышӑннӑ тата пушатнӑ.  

WorldSkills Russia чемпионатăн наци финалĕн площадкисем ĕçлеме пуçланă
WorldSkills Russia чемпионатăн наци финалĕн площадкисем ĕçлеме пуçланă

Августӑн 19-мӗшӗнче волонтерсем салатакан материала йышӑннӑ та пушатнӑ.

Сӑмахран, «Конгресс бюро РБ» АНО проекчӗсене пурнӑҫлакан департамент начальникӗ Арсений Гиниятов доброволецсемпе пӗрле петĕмшле 4,5 тонна таякан 70 коробка пушатнă.

Унсӑр пуҫне ҫывӑх вӑхӑтра типографирен пичетлесе кӑларнă валеçмелли материалăн тепӗр партийĕ килмелле.

Гиниятов волонтерсем хатӗрлев ӗçне хастар пулӑшнине палӑртнă, команда проектра ӗҫленӗ май кашниех чуне парать.

WorldSkills Russia финалĕ Уфара августăн 26—29-мӗшӗсенче Çамрӑк профессионалсен паркӗн территорийӗнче пулать.

Финалта 76 регионтан 105 компетенципе 163 конкурс площадкисенче тупӑшӗҫ.

Хальхи вӑхӑтра 110 пин тӑваткал метр лаптăк çинче вӑхӑтлӑх конструкцисем туса лартнӑ ӗнтӗ, вӗсенче конкурс заданийӗсене иртме условисем туса панӑ. Халӗ оборудование монтажласси малалла пырать.

 «Башинформ» информацийĕпе.

WorldSkills Russia чемпионатăн наци финалĕн площадкисем ĕçлеме пуçланă
WorldSkills Russia чемпионатăн наци финалĕн площадкисем ĕçлеме пуçланă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: