Район администрацийӗн пуҫлӑхӗн строительство тата ЖКХ ыйтăвĕсемпе ĕçлекен заместителӗ Алексей Никитин каласа парать:
—Эпир Пишпÿлекри урамсем тӑрӑх кивелнӗ шыв пӑрӑхӗсене ҫулсеренех улӑштаратпӑр. Хальхи вӑхӑтра Красноармейская тата Колхозная урамӗсенче мобильнӑй бригада кивелнĕ водопровод линине улаштарас ӗҫ пырать. Вӗсем хӑйсен техникипе тата оборудованийӗпе республикӑри «СервисНефтеГаз» ООО пăрăхсем хывакан компанийӗ тендера выляса илнĕрен кунта ĕçлеççĕ. Ку урамра ӗҫ иртнӗ эрнере пуҫланчӗ. Кунта 1500 метр тӑршшӗ тимĕр пăрăхсем вырăнне хальхи полиэтилен трубисем хурӗҫ. Водопровода улăштарас ĕçе кӑҫалхи сентябрӗн 15-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле.
Владимир СМОЛОВ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Владимир СМОЛОВ.
Тĕплĕнрех «Светлый путь» хаçатра вулăр.